Пикенсех тем виçет, тем шутлать-çке çўлте ăсан кайăк,
Юмансен шайĕнчи сум пĕлтерĕшлĕ аслă шайпа.
Ёнтĕ çул шучĕпе иртсе кайрăм санран, Хусанкайăм,
Çавăнпа-ши, пиччемĕр, хурап пек хама айăпа.
Аллăма чăмăртарăн, уйрăлас умĕнхи пек каларăн:
«Салтак шăллăм, типмешкĕн ан пар Шетмўне...»
Çав сăмах, çав пехил шăранать чĕрере шĕл кăваррăн,
Çăлтăрсем тек хурса тăнă пек хурама вуттине.
Хĕрĕх çул... Хĕрĕх çул ĕнтĕ çук пирĕнпе эс, пиччемĕр,
Хĕрĕх çул хушшинче ўссе ларчĕ ав вĕтлĕх вăрман.
Чăвашла тĕркĕшсе-вĕркĕшсе кĕç иртсессĕн те ĕмёр
Çийĕнчех çитĕнеймĕ Хусанкай пек кĕрнеклĕ юман.
Чĕлхере пиçĕхме хамăртан пĕр пуплев хушаймасăр
Хывăха кăларатпăр çĕршер авалхи сăмаха,
Яш поэт, ваттисен чун-чĕре çўпçине упрамасăр,
Мĕн хурайăпăр-ши хамăр çакнă сăран уртмаха?
Ах, анчах... Патшисем хăйсене çут тĕнчемĕр хуçи пек тытаççĕ:
Ĕнтĕ кам айăпли? Хура халăх, ĕçлевçĕ... Кам пултăр тата...
Хĕвелпе, уйăхпа, çĕрпеле те шывпа çапăçаççĕ,
Мăртăхан мул çумне мул хушасшăн каллех, тупата.
Тен, этем çылăхне тек шутлать йăлăмри ăсан кайăк?
Хăй вăл пĕр пĕрчине те илмест кирлинчен ытлашши.
Ёмпиччемĕр, хама эпĕ туйăттăм кăмăллă, лайăх
Сан патна çитейсен эп каланă сăмахăн ăшши.