Поэзия

 

Пушкинпа курнăçни

Аслă Пушкин иртсе кайнă
Чăвашсен çĕрĕпеле.
Юмансем ăна пуç тайнă
Хурăнсемпеле пĕрле.

Чĕрес евĕр шĕлепкеллĕ
Кăтра пуçлă хуспутин
Пынине питех минетлĕн
Пăхайман та – и, тен, çын?

Пăхнипе те, тен, сисеймĕн
Çавăн чух чăваш ялне
Тĕнчере пин çул çиçмешкĕн
Пўрнĕ куç сăнанине?

Аслă çул çинче сахал–и
Самана ĕçĕпелен
Кунĕн–çĕрĕн каллĕ–маллĕ
Шăнкăр–шăнкăр çўрекен?

Талăк çурăра вăл çитнĕ
Чикмерен Тĕрлемесе,
Пăкачав хĕлхемĕ çиçнĕ
Чунĕнче ун кĕрлесе.

Пăкачав пăлхавĕн вучĕ
Йыхăрса хистенĕрен
Вĕçнĕ унăн виçĕ учĕ
Ĕрĕмпур çеçенхирне.

...Шухăша кайса тăратăп
Шупашкар проспектĕнче,
Пушкин кўмне куратăп
Машинсен вылявĕнче.

Хăй те пур! Ав, саламланăн
Ал сулать вăл кантăкран.
…Вăл иртсе кайни, тăванăм,
Шăп çĕр аллă çул паян.

 

Сементер, Ю. Пушкинпа курнăçни : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 62-64.