Поэзия

 

Саватер амăшĕ

Яманак ялĕнчи çитмĕлри Кулине
Хушăран килкелет Шупашкар хулине.

Унăн ывăл ачи – хĕрĕхри Саватер –
Агрегат тăвакан заводри инженер.

Уйăх пек çутă кин, хĕвел пек мăнуксем,
Пурăн, теççĕ, кунтах, ватлăху çитнĕçем...

Пĕр–ик каç чиперех çĕр каçать Кулине.
Малалла тем сирет канлĕхне – ыйхине.

Виççĕре вăранать те – куçне хупаймасть,
Тапранас тет – хăй тĕллĕн çулне тупаймасть.

– Ма ытла ир тăратăн–ха, – тет Саватер.
– Ах, ачам, çĕрĕпех ăш вăркать çав хатер:

Кантăкран тинкерет кăвак куçлă ĕне,
Килнĕ тейĕн кунта шыраса хуçине.

Сакăр чăх кунĕпе какалать картара,
Эп вара вĕсенчен инçетре, катара.

Пĕтĕркке сурăха ачашлассăм килет,
Таврăнасчĕ часрах... Илсе кил–ха билет.

 

Сементер, Ю. Саватер амăшĕ : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 122.