Поэзия

 

Сăввăмсем

Сăввăмçăмсем,
Хăва пек папкаланăр,
Пыл хурчĕ пек папкасене курсан,
Çын çуркунне килет тесе калатăр,
Ешертĕр чунĕ, шур çеçке çурса...

Сăввăмçăмсем,
Ыраш пуссин хумханăр,
Çав хумсене туйса, хирти ĕçчен
Ман тинĕс вăйĕ пур тесе калатăр,
Ан чактăр шанчăк унăн чĕринче.

Сăввăмçăмсем,
Шăнкăртатса шăранăр,
Чипер кĕвве – çемме илтсен, этем
Кусем – ман юррăмсем тесе калатăр,
Инçе çула пĕрле кĕскетнĕçем.

Сăввăмçăмсем,
Кĕсле пек уççăн янрăр,
Анчах ан çуйăхашăр нихăçан.
Суйсан, хăлаçлансан – чыса çухатăр,
Вара ят парĕç: «Пушă параппан».

 

Сементер, Ю. Сăввăмсем : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 140.