Поэзия

 

Ҫеҫпӗл ҫырӑвӗсем

Анастаси Петровна! Наҫтуҫ е Наҫтаҫӑмӑр,
Хамӑрла – чӑвашла – ҫавӑрса каласан,
Сарӑхми сӑрӑпа сӑрланать–ҫке паллашӑвӑр
Шухӑш сӗмӗ каллех Теччелле сулӑнсан.

Ах, туять–ши, туймасть–ши Бекшански мехелӗ
Ик чӗре хушшинче ҫиҫӗмсем ҫиҫнине,
Нар пек хӳхӗм пике умӗнче нарӑс хӗлӗ
Мирра ҫӑвӗ пекех ирӗлсе тӑнине?

Хӑйне хӑй упапа танлаштарнӑ яш каччӑ
Кӑкӑрти кӑварне катартма хӑяймасть,
Ӑшӗнче туртӑшать ҫулӑм кайӑк ҫуначӗ,
Сасӑпа – сӑмахпа сӑмаха ҫыхаймасть…

Ҫӗр ҫыру — ҫӗр уяв. Ҫӗр поэма. Ҫӗр юрӑ.
Ҫӗр инкек: ҫиҫӗм — пурнӑҫӑн ҫиҫӗм драми,
Ҫеҫпӗл вӑрттӑнлӑхне ан уҫсам, Ҫӳлти Турӑ,
Вӑл этемлӗхшӗн юлтӑр юри-юрами.

Революци? Тӗнче ҫавраҫиллӗхӗн тапхӑрӗ,
Тупайман чӑнлӑха шыраса ҫӗкленни.
Ҫӗр ҫинче вал татах та татах кӗрлӗ-ахӑрӗ —
Ҫав вута чӑн малтан чӑмӗ Гени тени.

Анастаси Петровна! Пукане пек инкейӗмӗр,
Атӑлпа Днепр хутлӑхӗ – вӗҫсӗр инҫет.
Ҫӗрӗпех ҫиҫекен ҫӗрӗ пек ҫавра ҫиҫӗмӗ –
Пӗр сирӗншӗн ҫутнӑ ҫурталлӑ венчет.

 

Сементер, Ю. Ҫеҫпӗл ҫырӑвӗсем // Сементер, Ю. Кӗрхи вӗҫев / Ю. Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 100-101.