Поэзия

 

Тăхлан монологĕ

Эй, çынсем! Пурăнан пурнăçра кам кăна
Пĕччен чух хăй çинчен шутламасть пĕр кана?
Хальхинче итлесемĕр, тархасшăн, мана,
Çут тĕнче тарăхса ылханан тăхлана.

Тăхлан пуля тесе, тăхлан çумăр тесе,
Сив тăхлан вăрçăри юн шыравçă тесе,
Çапăçу хирĕнчи чун илевçĕ тесе
Ĕмĕр–ĕмĕр питлеççĕ мана поэтсем.

Таврăнмарĕ салтак – унăн амăш мана
Куççульне юхтарса чĕререн ылханать,
Каччă хупрĕ куçне – унăн хĕрĕ мана
Чашкăрса хĕрекен вĕри тамăк сунать.

Ачасен ячĕпе, ватăсен ячĕпе,
Хулсăр, сусăр, урасăр çынсен ячĕпе
Вăрçăра пĕтнĕ утмăл мĕльюн ячĕпе
Ылханать çĕр те шыв, ылханать çўл тĕпе.

Заводсен шавĕнче, шăпчăксен юрринче,
Пурнăç сăнĕ пек ешĕл уй–хир кĕввинче,
Тăванла масарсен вĕçсĕр шăплăхĕнче
Эп илтеп – ылханать тăхлана пур тĕнче.

Эй, çынсем! Чăштăр–чăштăр укçа чурисем,
Хĕç–пăшал пайтипе мул пухан хуçасем,
Вут–кăвар хĕмĕпе хĕртĕнес текенсем,
Ыран мар, паянах ўкĕте кĕрĕрсем!

Ĕнтĕ çитĕ сире тĕнчене пăлхатма,
Ĕнтĕ çитĕ сире пурнăçа аркатма,
Ĕнтĕ çитĕ сире иртĕхме, алхасма,
Пуля, бомба, ракета тавраш шăратма!

Ĕмĕрне эпĕ кĕмĕттĕм пуля цехне,
Ĕмĕрне эпĕ пĕлмĕттĕ тар шăршине,
Эп сивлеп йăлтăр–йăлтăр пăшал кĕпçине,
Çав пăшал курокне туртакан пўрнене.

Çын хирне, çын шывне ан ăмсанăр нихçан,
Хўтлĕх кирлĕ пулмасть тапăну пулмасан,
Пуля кирлĕ пулмасть хирĕçў тухмасан,
Çĕн ĕçе кўлĕнет вара сирĕн тăхлан.

Эп çĕрместĕп çĕрте – тăвăр кабель манран,
Типографи валли шрифт ăсталăр манран,
Сăвăçсен чĕринчен шăранса тăракан
Туйăма хут çинче упрăп эпĕ, тăхлан.

 

Сементер, Ю. Тăхлан монологĕ : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 128-130.