Баллада
Шӗнкрен лекрӗ–ши сана,
Сӑнӑ тиврӗ–ши сана?
Халӑх юрринчен
Шӗнкрен – пуля.
Ашмарин словаре, 17-мӗш кӑларӑм
Аслати кӗрлет, тӑвӑлсем килет,
Сарӑ хӗвеле ҫавӑрса илет.
Ах, ҫил мар ҫав ку, тӑвӑл мар ҫав ку,
Вӑрҫӑях сасси чӗрене ҫурать.
Вӑрҫӑях сасси чӗрене ҫурать,
Ҫӗр киле кӗрет, пин киле кӗрет,
Хура аллипе хурлӑхне кӳрет,
Инкекпе синкек валеҫсе ҫӳрет.
Пирӗн Марьяппа хулара пурнать,
Заводра станок умӗнче тӑрать.
Заводра станок умӗнче тӑрать,
Номерлӗ цехра вӑл патрон тӑвать.
Ӳснӗ ҫуралса чӑваш ялӗнче,
Чӑваш ялӗнче, Ункӑ хӗрринче,
Ӗҫченех ҫынсен туслӑ йышӗнче.
Колхоз шкулӗнче хут вӗреннӗ вӑл,
Ҫӑмӑл аллипе тӗр тӗрленӗ вӑл,
Тыр пиҫсе ҫитсен тырӑ вырнӑ вӑл,
Пӑрчӑкан пекех йӑрӑ пулнӑ вӑл.
Юррине илтсе ял мухтаннӑскер,
Ташшине курса яш ӑмсаннӑскер,
Вӑхӑчӗ ҫитсен хӑйӗн савнине
Хула каччине Янтуш Яккуне
Туй – шилӗкпелех качча тухнӑ вӑл,
Шупашкар кинӗ пулса тӑнӑ вӑл.
Ҫамрӑках ҫемьен тахӗ ӑнӑҫнӑ,
Кин завод ӗҫне хӑвӑрт хӑнӑхнӑ,
Деталь ӑсталать ун вӑр–вар алли,
Машини пулать – тырӑ акмалли.
Тырӑ акмалли, ҫӑкӑр тумалли,
Ӗмӗр никӗсне тытса тӑмалли.
Майӗпен вӗсен ывӑл ҫуралать,
Ҫулпа мар, кунпа вӑл маттурланать,
Вуннӑра чухнех – пирӗн Саватер –
Пӗтӗм щкулӗпе паллӑ пионер.
Ӑсӗпе ҫеҫ мар, ӗҫӗпе правур,
Вӑйӗ кирлӗ чух ашшӗ вӑйӗ пур,
Чунӗ кирлӗ чух амӑш чунӗ пур.
Кам вӗренӳре чи малта пырать?
Янтушов, паллах, хамӑр Саватер.
Ка хорта хитре тенорпа юрлать?
Янтушов сасси уҫӑ ҫавхатер.
Атӑл урлӑ кам каҫаять ишсе?
Кам парне илет питӗ тӗл персе?
Янтушов тени янӑрать кӑна…
Кам юратмӗ–ха ун пек ачана?
Ашшӗ савӑнать, амӑш савӑнать,
Пӗчӗкҫӗ кил–йыш туслӑн пурӑнать.
Ах, телей тени вӗҫсӗр мар–тӑр ҫав, –
Гитлер вӑрҫӑпа килчӗ–тухрӗ ав.
Янтушов Якку ҫакрӗ кутамкка.
Ҫакрӗ кутамкка, кайрӗ салтака.
Кайрӗ вут–вӑрҫа савнӑ упӑшка,
Ҫичӗ ют ҫулне пӳлес шухӑшпа,
Кайрӗ инҫете Атӑл хӗрринчен,
Пӑхрӗ хурланса сӑрлӑ чӳрече.
Хуҫнӑ йывӑҫ пек хуҫӑк кӑмӑлпа
Йӑлтӑр куҫульпе юлчӗ Марьяппа.
Ӗнтӗ фронт валли, ҫӗнтерӳ валли
Завод кӑларать вӑрҫӑ япали.
Марьяппа станок умӗнче тӑрать,
Номерлӑ цехра вӑл патрон тӑвать.
Вӑл пӗлет: патрон – ҫын вӗлермелли,
Пурнӑҫ хӗлхемне пӑч! сӳнтермелли
Ӳтпеле пӗве сусӑрлатмалли,
Сусӑрлатмалли, юн юхтармалли,
Хураях ҫӗре ылтӑн тырӑ мар,
Сарӑ вӑрлӑх мар, хурлӑх акмалли.
Вӑл туять: патрон – сивӗ япала.
Ҫын тени унтан аслӑ пулмалла,
Аслӑ пулмалла, ӑслӑ пулмалла,
Вӑл пурри ҫинчен тӑмӑч манмалла.
Манӑттӑмӑрччӗ – фашист сӗкӗнет,
Ялсене таптать, хулине ишет,
Ватти–вӗттине персе вӗлерет,
Ҫамрӑк хӗрсене тыткӑна илет.
Ирӗксӗртенех – шӗнкрен тумалла,
Ирӗксӗртенех – тупӑ тумалла,
Тупӑ тумалла, йӗтре хумалла.
Ҫичӗ ют пуҫне ӑшаламалла.
Эх, этем, этем, мӗн ҫитмест сана?
Тӗнче анлӑшӗ ансӑр тетӗн–им,
Ҫул тӳпе маччи лутра тетӗн–им,
Кӑвак тинӗсӳ ӑшӑх тетӗн–им?
Каласам, этем, мӗн ҫитмест сана?
Мӗншӗн хӑв ҫине ал хуратӑн эс,
Хӗҫпӑшал – кӑрал кӑларатӑн эс,
Аслӑ ҫӗр тавра вирт яратӑн эс?
Этемпе этем вӑрҫӑ вӑрҫнинне
Кам калайӗ–ши тӗрӗс хисепне?
Ухӑ сӑннипе пӗтрӗ пин–пин чун,
Атӑл шывӗ пек юхрӗ чӗрӗ юн,
Сӑнӑпа–йӗппе лӑпланмарӗ ав,
Малаллах сикет шухӑшлав–шырав,
Халь инҫе вӗҫен йӗтресем тӑван,
САмолетпала бомбуна тӑкан,
Тар хӑвачӗпе вилӗм сапалан,
Газ ҫавипеле халӑха ҫулан…
Каласам, этем, мӗн ҫитмест сана,
Хӑвӑн ӑсупах пӗтерен хӑвна,
Хӑвӑн ӗҫӳпех сӑтӑрлан хӑвна,
Хӑван аллупах эс пӑван мӑйна?
Марьяппа тимлет – канӑҫа пӗлмест,
Пӗтӗм йыш тимлет – канӑҫа пӗлмест,
Фронта ытларах шӗнкрен памалла,
Фашиста часрах тытса чармалла.
Ҫавӑнпа аппа кунӗ–кунӗпе
Вӑрманта йӗкел шӗкӗлченӗ пек
Пинӗ–пинӗпе патрон пуҫтарать,
Патрон пуҫтарать, вӑрҫа ӑсатать.
Упӑшки патне, Якку аллине,
Ун юлташӗсен паттӑр аллине
Тӑхлан кучченеҫ ҫитессе шанать,
Тӑшмансен пуҫне ҫиессе шанать.
Завода пӗрре ҫар ҫынни пырать.
Янтушована, Марьене, шырать,
Марьене тупать, тав ӗҫӳшӗн, тет,
Тав ӗҫӳшӗн, тет, тӑрӑшнишӗн, тет,
Сталин грамоти килчӗ, йышӑн, тет
Ӳлӗм те тимле ҫӗнтерӳшӗн, тет,
Савӑнать аппа, хӗпӗртет аппа,
Цехӗнче ӗҫлет ҫӗнӗ вӑй–халпа,
Тыл пулӑшнипе фронт та вӑй илет,
Фронт та вӑй илет, тӑшман тӑр–р чӗтрет,
Ури айӗнчи ҫӗрӗ кисренет.
Пуҫне каҫӑртса килекен хурах
Парапппан ҫемми калаймасть вӑрах,
Ҫаврӑнма тивет унӑн каялла,
Тытӑҫма тивет урнӑ кайӑкла.
Шӑп ҫав вӑхӑтра пирӗн Марьяппа
Волхов фронтӗнчен хура хут илет.
Упӑшки, Якку, хаяр тӑшманпа
Ҫапӑҫса пуҫне хунине пӗлет.
Ҫӗрӗпе йӗрет, кунӗпе йӗрет,
Хӑй ҫавах цехра халӑхпа ӗҫлет.
Кунта кашниннех – хуйхӑ та инкек,
Пӗтӗм ҫут тӗнче айӑп тунӑ пек.
Инкек яланах синкек ҫумӗнче,
Синкек яланах инкек хыҫӗнче,
Саватерӗн те ят тухать кӗҫех,
Вуннӑмӗш класран Сталинград патне
Шӑпа ҫитерет чӑваш ачине.
Ах, кунта тӑхлан ҫумӑрсем ҫӑвать,
Ҫӗр ҫинче вӗри тимӗр ҫеҫ чашлать,
Шурӑ чул ҫунать, юханшыв ҫунать,
Вӑрҫӑри этем ҫав вута чӑмать,
Ҫав вута чӑмать, хушнине тӑвать,
Хушнине тӑвать, хӑй чысне упрать,
Тӑванах ҫӗршыв кӑкрине хуплать.
Марьяппа шутлать Саватер ҫинчен.
Хыпарсем итлет Сталинград енчен.
Кӗҫӗр тӗлӗкре курнӑ ывӑлне.
Таврара тӳлек. Сарӑ кӗркунне.
Шупашкар хӗрри. Ват юман кати,
Ҫулҫӑ хушшинче – йывӑҫ тункати…
Саватер йӗкел пухнӑ пӗр хутаҫ.
Йӑл кулать ача: «Класс кая юлмасть».
Тунката ҫинче хутаҫне чыхать,
Пӗр канна чыхсан силлесе пӑхать:
«Тепӗр вун йӗкел кӗрет анине,
Ав ҫав купана памӑн–ши, анне?»
«Мӗншӗн парас мар, тет пек Марьяппа, –
Килнӗскер, каяр тулли алӑпа».
«Тавтапуҫ, анне» – тет ача чунтан,
Сӑмаххи нихҫан тухас ҫук асран.
Тӗлӗкне хуллен тӗшӗлет аппа,
Йӗкел тупсӑмне виҫет пульӑпа.
Ывӑлӗн хутне кӗрес кӑмӑлпа,
Смена вӗҫӗнчи ҫӗнӗ ҫӑмӑлпа
Вун патрон тӑвать унӑн ячӗпе,
Усал тӑшманпа ҫапӑҫ тет чипер,
Тӑванах киле таврӑн тет чипер...
Лере старшина патрон валеҫет.
Перекетлӗр, тет, сахал тивӗҫет.
Сисет–ши ҫакна пирӗн Саватер:
Унӑн обойми – амӑш тунӑскер.
Вӑл илет ӑна, хӑй дискне чикет,
Сахалли те, тет, ҫук чухне ҫитет.
Саватер каять ҫапӑҫма – вӑрҫма.
Ӗнер хамӑрӑн пулнӑ урама
Паян каялла хушнӑ тавӑрма.
Взвод ҫӗкленчӗ кар. Сапрӗ шӗл–кӑвар.
Нимӗҫ те перет. Парӑнасшӑн маар.
Саватер ҫурта алӑкран сикет,
Аслӑ пӳлӗме вирхӗнсе кӗрет.
Ганс перет – лекмест,
Саватер ӳкмест.
Саватер ҫапать –
Гансӗ ыткӑнать.
Такӑнса каять –
Кӗҫ сиксе тӑрать,
Хӑй Саватере
Тапса ӳкерет.
Ҫапӑҫать ик яш
Тӗттӗм пӳлӗмре.
Автомачӗсем
Икӗ кӗтесре.
Пӗр кана ҫӗрте
Ҫаврӑнса илсен,
Вӑйпа нихӑш те
Ҫӗнтереймесен,
Иккӗш те сикет
Икӗ кӗтессе,
Пӗр–пӗрне тӗллет
Автомат илсе.
Автомачӗсем
Хӑйсен мар иккен,
Иккӗшӗ вӗсем
Ылмашнӑ иккен.
Пульӑн ҫук чӗри,
Чунӗ–чӗмӗ ҫук,
Чӗлхи ҫеҫ вӗри
Курок турнӑ чух.
Ганс пӑшалӗ халь хӑй Ганса тӗллет,
Саватерӗн те хуҫине пӳлет.
Ҫуккӑ вӗсене чараяс хӑват.
Ик курокӗ те харӑс туртӑнать,
Икӗ пуля шӑп харӑс ыткӑнать,
Ик чӗре шӑпах харӑс чарӑнать.
Ырӑ шухӑшпа тунӑ патронпа,
Амӑшӗн алли хунӑ пульӑпа
Ывӑлӗ ҫапла ик куҫне хупать.
Ак мӗнле килет хӑш чухне шӑпа.
Туйрӑн – ши ҫакна эс, Марье аппа?
1984