Поэзия

 

Шурă–шурă акăшсем

Шурă–шурă акăшсем
Тўпене çĕкленнĕçем
Акăш пек ачаш саспа
Эп калатăп сан ятна,
Мамăк пек çунатăмпа
Эп вĕçетĕп сан патна,
Савниçĕм.

Çăлтăр куçлă чечексем
Ыйхăран вăраннăçем
Чечекле чеченлĕхпе
Эп калатăп сан ятна,
Çамрăк çĕмĕрт çеçки пек
Сĕртĕнетĕп кантăкна,
Савниçĕм.

Пахчари саркайăксем
Юррине пуçланăçем
Сарă кайăк чĕлхипе
Эп калатăп сан ятна.
Сар хĕвел пек чĕрўпе
Ăнланан–ши эс мана,
Савниçĕм?

Сементер, Ю. Шурă–шурă акăшсем : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 164.