Поэзия

 

Янтукан

Килтен вунулттăрах вăл тарнă.
Çăтмаха мар, чĕр тамăка.
Хăй вырăнне шур хут хăварнă:
«Аннем, эп кайрăм салтака...»
Шыв витĕр, çулăм витĕр тухнă,
Аркатнă аçтаха йăхне,
Рейхстаг стени çине ал пуснă,
Вара – çул тытнă хăй ялне.

Эх, лашисем, шăмми те тирĕ,
Вите тăрри те çап–çара.
– Пулсамччĕ председатель, – терĕ
Ял–йыш çап–çамрăк майора.
Çĕкленчĕ виç çултан хуçалăх.
– Пĕлў çитмест, – тет Янтукан, –
Хут вĕренме, хисеплĕ халăх,
Тепре каям–ха салтака.


Сементер, Ю. Янтукан : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 124.