Поэзия

 

Чӑваш кӗнекеҫисене


Чӑваш кӗнекине ӗне ҫимен!
Мӗн-ма тесен – сӑмахӗ вут хӗлхемлӗ.
Тӗнчемӗрти сӗм авалхи чӗлхен
Шӑпи, ҫул-йӗрӗ тертлӗ те илемлӗ.

Тавах мухтавлӑ кӗнекеҫӗсем!
Ҫырулӑхра упранакан ӑс-хакӑл
Пӗр ылтӑн ҫӳпҫене пӗрлешнӗҫем
Сире, Туссем, ҫӗн ӗмӗр пулӗ хапӑл!