Поэзия

 

Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕлĕ

Эй, аслă чĕлхемçĕм,
чун-чĕрери хĕлхемçĕм!
Çакă сенкер тĕнчери
кун çутине астăван малтанхи самантранах
сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра упратăп,
çав ăшăпа пурнатăп.
Йĕлме йывăç пĕкечи
ярăм-ярăм ярăнса сиктеретчĕ сăпкама,
çут тĕнче ăшпиллĕхне ачисемшĕн пухнă чун,
хĕвел кăмăллă аннем,
калаçатчĕ манпала.
Çăлкуçсем шăйкăртатни, çăлтăрсем йăлтăртатни,
чĕкеçсем чĕвĕлтетни, кĕпшĕлсем кĕвĕлтетни
пурччĕ унăн сассинче, унăн çепĕç юрринче.
Аттесен сăмахĕнчен сĕм вăрман каш кашлани,
ырашсем шăркаланни, çын ĕçпе патварланни,
тăшмана парăнманни сăрхăнатчс хăлхана.
Çÿтçанталăк куçăмне, хамăн пурнăç шуçăмне
эп кăларнă куç умне эс кÿрен пархатарпа,
аттепе анне чĕлхи, ытарми чăваш чĕлхи.
Сан таса пехилÿпе хам ёçĕме тăватăп,
сан таса пехилÿпе алла çăкăр тытатăп,
сан таса пехилÿпе çынпа сапăр пулатăп,
эс кÿрен тивлетпелен — вырăсра та вырăн пур,
эс кÿрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур,
эс кÿрен тивлетпелен — çармăсра та ярмăç пур.
Эй, аслă чĕлхемĕр, пире усран ырсемĕр!
Сан ятна сăвапласа, ырлăхушăн тав туса
пуçа таяс кăмăл пур, чунтан калас сăмах пур.
Çав кăмăла палăртма çав мехеллĕ сехет пар,
çав сăмаха калама çав мехеллĕ хевте пар.

II

Пурнăç чĕрĕлĕхĕпе пĕтĕленнĕ çĕр çине
çын килет тахçан авал.
Йĕкелрен вăрман шăтать, хунавран вăрман хунать.
Ар сывлăшĕ пур чухне, ама сывлăш пур çĕрте,
çын йышĕ те хутшăнать,
чун çумне чун хушăнса,
хăйне ята йăх юлать.
Йăх катинче пуплеме, пĕр-пĕринпе хутшăнма,
ниме пухса ĕç тума, уяв туса савăнма
халăхăн чĕлхе пулать.
Аслă несĕлсен чĕлхи, аттепе анне чĕлхи!
Çĕр çинчи пин-пин чĕлхен
пин туратлă йывăççин авалхи тымарĕнчен
хунавланса килекен чăтăм-тÿсĕмлĕ чĕлхем!
Вĕçсĕр вăрман кашлани, Катунь-шывĕ шавлани,
Тенгиз кÿлли хумханни, Урал шухăша кайни,
Каспи хумĕ каç пулсан улăпсемпе калаçни,
Кавказ тăвĕ кар тăни —
пурте пур сан кĕввÿнте,
пурте пур сан çеммÿнте.
Пушă выртан хирсенче кăпчак вăрттăн çÿрени,
Кăбрат хан Аспаруха вут умĕнче пиллени,
Ахмед Ибн-Фадланпа Алмăш алă çапнисем,
Киев кнеçĕ Улатимĕр, Сарă Хĕвел тенĕскер,
пирĕн пăлхар элтепĕрне пуç тайса чысланисем,
Кушкăри Якку Иăванĕ
çук çын ачи пуçĕпех
пысăк пĕлÿ туянса,
еçĕ çумне ĕç хушса, чысе çумне чыс хушса
дворян ятне илнисем,
унтан чăваш халăхне кĕнеке тыттарнисем,—
пурте пур сан кĕввÿнте,
пурте пур сан çеммÿнте.

Çăлтăр витĕр çул курса пушхир урлă каçнăскер,
вĕрене çулçи çутипе вăрман витĕр тухнăскер,
Атăл тăрăх хăпарса,
вăл юпленекен çĕре çитсе
тымар яриччен ÿркенмесĕр утнăскер,
чăваш çынни санпала, ытарайми чĕлхемĕр,
хăйĕн йышне усранă,
синкер килнĕ сехетре юман пулса юрлана,
Вирт çÿрекен вăхăта йăмра пулса йăпатнă,
тÿлек тăран каçсенче саркайăк пек сас панă,
имлĕхне те сиплĕхне, ĕмĕрхи техĕмлĕхне,
ĕмĕрхи çепĕçлехне, тарават-вашаватне,
иксĕлми пархатарне уртмахĕнче упранă.

Тайма пуç сана, чĕлхем,
чунăмри таса хĕлхем!

III

Тĕнчене килен этем сар хĕвеле чыс тăвать.
Сар хĕвеле чыс тăвать, хура çĕре пуç таять.
Çăкăр çиес теекен, тутă пулас теекен
çĕр чĕлхине вĕренет,
çĕр чĕлхине вĕренсе, çĕр пулăхне ÿстерет.
Вăрлăх шăттăр теекен, тырă ăнтăр теекен
шыв чĕлхи те вĕренет,
шыв чĕлхине вĕренсе, уя нÿрĕк витерет,
ял çуммипе юхакан шанкăр-шăнкăр шывсене,
çавра куçлă çăлсене çыншăн тăрăшма хистет.
Вут уссине пĕлекен,
ун вăйĕпе ун халне ĕçе кÿлес теекен
вут чĕлхи те вĕренет,
вут чĕлхине вĕренсе, çĕршер лаша вăйĕпе,
пиншер лаша вăйĕпе тĕрлĕ хăват меслетлет,
ĕç тухăçне пехетлет.
Çутçанталăк аллинче çитмĕл вăй та çичĕ вăй,
пайăр вăя пай пама, вунă пая пĕр тума,
пурнăç майлă çавăрма,
чĕлхемĕрĕн майĕ пур, чĕлхемĕрĕн сайĕ пур,
пит пĕлесех тесессĕн, вĕренесех килсессĕн
таса чунлă этеме пыл пек пылак тутине,
çу пек çемçе ыррине, тухатуллă хăватне,
вăштăр-вăштăр çунатне, çураçуллă кăмăлне
тата ытти асамне парнелет чăваш чĕлхи,
ăс чĕлхи те хал çилхи.

Сан сулăмупа, чĕлхемĕр,
сăвай ларать лайăхрах,
никĕс чăтать ытларах, пÿрт хăпарать хăвăртрах,
сан пехетÿпе, чĕлхемĕр, кĕреке илпеклĕрех,
туй юрри илемлĕрех, туй ташши хĕлхемлĕрех,
сан хисепÿпе, чĕлхемĕр,
атте-анне сумлăрах, тăван-пĕтен чыслăрах,
пĕлĕш-хурăнташ хаклăрах.
Мерттес санăн кăмăлна!
Мерттес санăн çавруна!

IV

Улăх-çаран тени тĕрлĕ чечекпе пуян,
вăрман тени тĕрлĕ йывăçпа пуян.
Пĕрлĕхенпе пыл курăкĕ валли те,
юманпа çăка валли те, ăвăспа шĕшкĕ валли те
вырăн çителĕклĕ унта.
Хĕвел кĕлчечекпе утмăлтурата та,
çĕмĕртпе шăлана та пĕр пекех савать.
Кашни йывăç-курăкăн хăйне кура сиплĕхĕ,
хăйне кура имлĕхĕ.
Çавăнпа кирлĕ те,
çавăнпа хаклă та вĕсем пирĕншĕн.
Пĕтĕм курăк хушшинче пĕтнĕк пĕтес пулсассăн,
пĕтĕм йывăç хушшинчен йăмра-çÿçе çĕтсессĕн,
сывлăш техĕмĕ чакать, пурнăç техĕмĕ хухать.

Пирĕн чăваш чĕлхи те пин-пин чĕлхе хушшинче
çавăн пекех ыр ятлă, çавăн пекех сăваплă.
Çутçанталăк сассинчен чĕлхе пулнă кунтанпах,
чăваш тенĕ халăха пĕрле çыхнă кунтанпах
эсĕ, аслă чĕлхемĕр, пире ырлăх пиллетĕн,
пире усă кÿретĕн.
Çут тĕнчене киле тăран
сан тивлетÿпе курать амăшĕи ачашлăхне,
ĕç нимине тухакан
сан тивлетÿпе курать пĕрлехи вăй уссине,
тăван-пĕтен пухăнса кĕрекене ларсассăн
сан тивлетÿпе курать пурăнăç милетлĕхне.
Сармантей чĕлхиçĕмĕр,
пин те пин чĕлхе çинче эс хăвна мала хуман,
пин те пин чĕлхе çинче ыттинчеи кая юлман.
Тĕнчепе пĕр шай тăма пур сан хĕвел-сăмахху,
халăх чунне кăтартма пур сан асам юмахху,
пур сан сурпан-масмаку, пур сан юрру-такмаку,
хăна-вĕрле йышăнма — пур сан чĕнтĕрлĕ хапху.
Ивановпа Çеçпĕлÿ, Шелепипе Элкерÿ,
Хусанкайпа Ухсаю, Миттапала Янкасу —
сан яту та сан чысу!

Пурăн, шăкăлчи чĕлхемĕр!
Пурăн, шăнкăрти чĕлхемĕр!

Утакан çын умĕнче утма çулне уçса пыр,
ырă çыннăн чунĕнче ырă шухăш хушса пыр,
Юрий Сементер.
пĕчеккине пысăк ту,
сусăррине сывă ту!

Эй, чĕлхемĕр!
Ылтăнпа виçейми таса тупра!
Çакă çутă тĕнчере хăйне чăваш теекен,
пултăранпа ыр пулан,
сăрапала сăйланан халăх пĕрлĕхне упра!

V

Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман,
ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт,
ылтăн пÿртре ылтăн сакай,
ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва,
ылтăн йăвара ылтăн çăмарта,
ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем
шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр
ылтăн сăмахпа ынатланса,
кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр,
чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр,
сана тăван шутлакансем,
сана сума сăвакансем,
сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне
чун-чĕринче упракансем,
ытарайми чăваш çыннисем.


Сементер, Ю. Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕвĕ // Сементер, Ю. Йĕс шăнкăрав / Ю. Сементер. - Шупашкар, 1991. - С. 29-34.