Художественные переводы

 

Тиха

Равиль Бикбаев,
пушкăрт халăх поэчĕ

Ну, килсем кунта, килсемччĕ,
Сакăлта ураçăм,
Шурă хуртпуççи илсемччĕ,
Ытарми çăрхаçăм.

Йĕс шăнкăрав мăйна эп çакăп,
Эс ăна янратăн,
Тахçанхи кунсем чан çапнăн
Чĕреме вăратăн.

Эй, вĕçтер-ха, çилçунатăм,
Хăнкăрма пуç тайтăр,
Çĕр-аннемĕр те ынатлăн
Кĕввине пуçлатăр.

Эп курап сана, куратăп,
Çăлтăрăм-хушкаçăм,
Чим-ха, чим-ха, ман умра та
Çÿрен ут тăрать-им?

Çук, ут мар-мĕн, ват лаша-мĕн,
Куçĕ сÿрĕк-сÿрĕк.
Тихапа тек тавлашаймăн,
Тек пулаймăн йÿрĕк.

Ах, ăçта эс, урхамахăм,
Сакăлта ураçăм,
Сак валли – тулли уртмахăм,
Таврăнсам, çăрхаçăм!

Юрий Сементер куçарнă

Бикбаев, Р. Тиха / Равиль Бикбаев ; Юрий Сементер куçарнă // Ялав. – 1995. - № 11. – С. 69.