Художественные переводы

 

Çеçпĕл çĕршывĕ

Виктор Кочетков

Çеçпĕл çĕршывĕ
Ку таврана карăш çеç-и çул хынĕ –
Кăйкăр эс курăн умра.
Çеçпĕл çĕршывĕ, Çеçпĕл çĕршывĕ,
Шыв, ешĕл улăх, йăмра.

Кĕмĕл кĕтретлĕх, шурă тĕтрелĕх,
Хурлă хуркайăк сасси.
Мĕн ĕлĕкрен-авалтан-çке, этемлĕх,
Санăн шăпу – чăтасси.

Шуçăм сенкер çунатне-ши чÿхесшĕн
Лăпкă Çавал шывĕнче,
Хăй ачипе пикенет пуплемешкĕн
Эрлĕ, раскаллă тĕнче.

Çеçпĕлĕм! Çак сывлăшпа эп сывласшăн,
Уç тăваньен алăкне,
Чун-чĕрери туйăмпа сăвапласшăн
Ырă чăваш халăхне.

Уйăх, хĕвел, ĕç этемĕн кунçулĕ.
Сăвă йĕрки, шăранса,
Вĕçсĕрлĕхе варăнса кĕрсе юлĕç,
Пĕр Чăнлăха çаврăнса.

Пин йыш çинчи пĕр пăлхавăрлă ывăл,
Çÿл тÿпери асамат.
Çеçпĕл çĕршывĕ, Çеçпĕл çĕршывĕ,
Йышăн тайма пуçăма.

Юрий Сементер куçарнă

Кочетков, В. Çеçпĕл çĕршывĕ : [сăвă] / Виктор Кочетков; Юрий Сементер куçарнă // Ялав. – 1990. - № 11. – С. 7.