Художественные переводы

 

Шинель

Александр Лесин

Çĕре çуратчĕ шартлама... Сив çил
Такам вĕслетнĕ йытă пек уратчĕ.
Çири кăвак шинель — çуралнă кил,
Тăван çĕршыв хÿтĕлĕхне упратчĕ.

Иртнисене асилтерсе, пĕччен
Канать халь; унăн канăçĕ — сăваплă.
Вăл маншăн юнлă вăрçă вутĕнче
Пĕрле шăраннă ырă тус пек хаклă.

Час-час кĕретĕп эпĕ ун патне,
Пакунсене вăраххăн ачашлатăп.
Фронтри ытарайми тусăмсене,
Салтак кăвайчĕн çутине куратăп.

Упран, шинель, упран... Хуçу халь сан
Çĕн тумпала ĕçе çÿрет ятуллăн.
Анчах çĕршыв строя тăма хушсан,
Каллех эс манăн хутĕлевçĕ пулăн.

Юрий Семенов куçарнă.

Лесин, А. Шинель / Александр Лесин ; Юрий Семенов куçарнă // Тăван Атăл. – 1973. - № 4.- С. 26.