Художественные переводы

 

Роза

Пушкин А.C.

Ӑçта çав роза,
Тус-тăвансем?
Ах, шаннă роза,
Ирхи хĕлхем.
Ан калăр:
Яшлăх шанин, тесе.
Ан калăр:
Пурнăç иртин, тесе.
Калар пехиллĕн:
Чечек, каçар.
Çумрах, ав, лили, —
Пуçа таяр.

Юрий Сементер куçарнă

Пушкин, А. С. Роза : [сăвă] / А. С. Пушкин ; Юрий Сементер куçарнă // Ялав. – 1999. – № 5. – С. 55.