Художественные переводы

 

Тавсси курка

Пушкин А. С.

Çутă куркамăр
Чăп туллиех —
Пурте тытатпăр
Чаплă эрех.
Чуншăн аван-мĕн
Хÿхĕм шерпет,
Камшăн ăна ман
Ĕçмешкĕн тивет?
Чысшăн, мухтавшăн,
Тен, ман ĕçес,
Çук, ют шăв-шавшăн
Сыпни килĕшмест.
Ĕçкĕ çĕклевĕ —
Суя çĕкленÿ,
Мухмăр чÿклевĕ —
Кÿмест киленÿ.

Феб килĕ-йышĕ —
Тÿпе хуçисем,
Феб ыррисемшĕн
Ĕçер, тусăмсем.
Чăрсăр Каменан
Сăмахĕ — инкек,
Ку Иппокренан
Шывĕ тÿлек.

Чăн юратушăн
Ĕçĕр, туссем,
Вăл чунпа чуншăн —
Çепĕç хĕлхем.
Çутă куркамăр
Чăп туллиех,
Ĕçрĕм, курсамăр,
Эрехшĕн —эрех!

Юрий Сементер куçарнă

Пушкин, А. С. Тавсси курка : [сăвă] / А. С. Пушкин ; Юрий Сементер куçарнă // Ялав. – 1999. - № 5. – С. 54-55.