Художественные переводы

 

"Чун кăтăрсан…"

Равиль Бикбаев,
пушкăрт халăх поэчĕ

Чун кăтăрсан,
Çуна çине эп лартăм, –
Калле килместĕп, терĕм, урăхран.
Анчах
Эс култăн çеç хитрен, юмартăн –
Юр кайрĕ те – шумарĕ тек тупан.

Тепреçĕн
Урапа кÿлсе тапрантăм, –
Çул çуккă, терĕм, маншăн каялла!
Анчах
Куляннипе пăрланчĕ-ларчĕ антăм,
Юр хĕвнĕ лавăм юлчĕ аяла.
Кам айăплă-ши, хамăр пулмасассăн?
Çавна туйса, халь йăлăнап ялан:
Юр ирĕлтĕр
Эп çунапа тухсассăн,
Юр хĕвтĕр
Эп урапапа тухсан!

Юрий Сементер куçарнă

Бикбаев, Р. «Чун кăтăрсан…» / Равиль Бикбаев ; Юрий Сементер куçарнă // Ялав. – 1995. - № 11. – С. 68.