Художественные переводы

 

Каçхи Атăл

Юрась Свирка

Тĕрлĕрен юханшывпа килентĕм.
Эпĕ хамăн пурнăçра.
Анчах
Аслă Атăл умĕнче пурин те
Тĕксĕмленĕ сăнĕ туххăмрах.

Атăл!
Сăрт-и леш енÿ, вăрман-и, –
Уйăрма та йывăр пек кунтан.
Чи асамлă хĕлĕх те вăранĕ
Чунăмпа сан йыхравна туйсан.

Хĕрелсе хĕвел ташлать шыв çийĕн,
Вутлă-хĕмлĕ йĕр юлать хыçра,
Вăл сана хăйпе чĕнет пуль тейĕн
Çĕнелсе тухмашкăн тухăçран.

Çил, чĕрем çĕкленĕвне ăнланнăн,
Ачашлать шур çÿç пайăркине.
Атăл, Атăл,
Тав сана, тăванăм,
Эс сиктертĕн чунăм сăпкине.


Юрий Сементер куçарнă.

Свирка, Ю. Каçхи Атăл / Юрась Свирка ; Юрий Сементер куçарнă // Çилçунат. – 1991. - № 12. – С. 15.