Симонов К.
Кĕт мана, эп таврăнап,
Анчах хытă кĕт,
Сарă çумăр таврана
Хупласан та кĕт,
Кĕт мана тăман тухсан,
Кĕт уяр чухне,
Кĕт кÿршÿ паян мансан
ĕнерхи тусне,
Çырусем таçта çĕтсе
Çÿресен те кĕт,
Ыттисем пире кĕтсе
Ывăнсан та кĕт.
Кĕт мана, эп таврăнап,
Аякра ман чун
Пуррине шанман çынна
Ыррине ан сун.
Пĕлччĕр ывăл та анне
Эпĕ çуккине,
Тусăмсем кăвайт умне
Ларччăр каçхине,
Асăнса ман ятăма
ĕ& ccedil;чĕр-и эрех,
Эс вара курка тытма
Ан васка тÿрех.
Кĕт мана, эп таврăнап,
Вилĕм витĕрех.
Вĕчĕх чун пире: - ăнать
Сирĕн, - тетĕрех.
Вĕсене пĕлме пÿрмен
Сан чĕрÿ çинчен,
Тухрăм эс кĕтнипелен
Çулăм ункинчен.
Туйăпăр çакна вара
Эс те эп кăна:
Никамран та хытăрах
Кĕтрĕн эс мана.
Юрий Сементер куçарнă.