Флор Васильев
1.
Ай, пуян-çке сирĕн кĕреке –
Тайăлать кăна сĕтел ури.
Умăмра – хĕм куçлă сар
пике,
Çавăрать пуçа хитре юрри.
Шăнкăр сасă çупăрлать чуна,
«Вĕç кукук» çĕклет
кăмăлăма.
Юрăсти – пике пек курăнать
Пур тавра хаваслă куçăма.
Чипер юл теместĕп эп сана,
Чăваш çĕрĕ, эсĕ – чĕрере.
Хам пата чĕнесчĕ хăнана
Ыр çыннусене ман ÿлĕмрен.
Кĕреки удмуртăн та аван
Алăк уçă, сумăр-и сума!
Тайма пуçăм!
Тăванпа тăван
Алла-аллăн тивĕç юрлама.
2.
Алран-алла çÿрен мăн алтăра
Чăваш сăри кăларчĕ паттăра.
Йăмраллă ял хăна пухать
паян,
Такмакăмăр кĕвви каять
ян-ян,
Кай, кай Ивана,
Ма каймастăн Ивана!
Тусăмпа сике-сике
Эп ташлатăп «Ялике».
Эй, ташла, тăван, ташла
Вырăсла та чăвашла!
– Ку вăй карти –
чăн-чăн чечек çыххи! –
Тет чăвашла хавас
тутар Заки.
Уничери уяв илемĕпе
Йăл-йăл кулать
минетлĕн çÿл тÿпе.
Ав курăр-ха унти мăн
Алтăра,
Вăййа пухать вăл пĕтĕм
çăлтăра.
Эй, ташă-юрă!
Эс хĕрсе çитсен
Çĕнĕ куна та вăратан иккен!
Чăваш тĕрри – çут шуçăм
сăнĕнче,
Кĕсле кĕвви – кашнин
чун-чĕринче.
3.
Килтĕм-çитрĕм Чăвашран
Кăмăллăн, хавассăн.
Шупашкар ялан умра –
Асăн е ан асăн.
Парнелерĕ çилçунат
Çĕр пин юрă каçĕ.
Ашăтса тăрать чуна
Сарпике-хăмлаçă.
Пархатарлă çул-йĕрте
Тупăнчĕ пуянлăх.
Çав мула упрас йĕрке
Пирĕнте – яланлăх.
Туслăх тенĕ çав мула
Ӑнсăртран тупаймăн,
Туянаймăн укçалла,
Кивçенле ыйтаймăн.
Пуйрăм терĕм туслăхран,
Хам та тем çухатрăм.
– Мĕн шыратăн эс ялан! –
Тет аптранă арăм.
Пăхкалать енчен енне,
Япала шыранăн:
– Тен, – тет, – эсĕ чĕрÿне
Чăваша хăварнă!
Юрий Сементер куçарнă.