Ояр Вациетис
Юханшыва лăплантараймăн –
Çуллен пуш уйăх вĕçĕнче,
Хумĕсемпе шырать вăл айлăм,
Çут çăлтăра вăрлать ирччен.
Ӑна вăл çупăрлать ачашшăн,
Çисе ярас пек чуптăвать.
Шур шуçăм вăрансан йăвашшăн,
Черченкĕ çăлтăр çухалать.
Вара, ăш тунсăхне сиресшĕн,
Ырă каçа асрах тытса,
Сăмах парать каллех килмешкĕн,
Хĕвел ансан, çĕрле пулсан.
Ан тив, паян июнь ешертĕр,
Асилтĕм эп çурхи куна.
Çăлтăр шывра киленнĕрен-тĕр
Вăл ăнлантарчĕ яш чуна:
Пĕрре çапла ейÿ ярасчĕ
Çав чăрсăр юханшыв пекех,
Ют тÿперен сана варласчĕ,
Яланлăхах,
Ĕмĕрлĕхех.
Юрий Семенов куçарнă.