Художественные переводы

 

"Çынсем çывăратчĕç…"

Александр Доронин,
мордва поэчĕ

Çынсем çывăратчĕç.
Каяс кайăксем
Ирех тапранса
Çунат сулчĕç.
Çынсем çывăратчĕç.
Кăвак кантăксем
Шупка тÿпене
Пăхса юлчĕç.

Юрий Сементер куçарнă.

Доронин, А. «Çынсем çывăратчĕç…» // Александр Доронин ; Юрий Сементер куçарна // Тăван Атăл. – 1985. - № 12. – С. 21.