Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Алексеев Андрей Алексеевич (01.09.1934-27.04.2005)

Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ, Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗ.

Чӑваш Республикин Муркаш районне кӗрекен Рыккакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1942–1949 ҫулсенче Калайкасси ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула, унтан 1950–1953 ҫҫ. районти Мӑн Сӗнтӗр салинчи вӑтам шкулта вӗреннӗ, тӑван колхозра ӗҫленӗ. 1955–1960 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературин пӗрлехи уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1960–1964 ҫҫ. Самар хутлӑхӗн Чаллапуҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Эштепен тата Чӑваш Эштепен шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури, вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухсан (1964–1966), Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн чӗлхе пайӗнче ӗҫленӗ (1966–1978), тулашри чӑвашсен калаҫу уйрӑмлӑхне тишкернӗ. 1979–1988 ҫҫ. тӗпчевҫӗ Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствин шкул учебникӗпе педагогика литератури кӑларакан уйрӑмӗн редакторӗ пулса ӗҫлет. 1988–2000 ҫҫ. – «Тӑван Атӑл» журналӑн очерк, публицистика тата критика пайӗн ертӳҫи.

Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Паллӑ чӑваш чӗлхеҫисем / А. А. Алексеев. Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. 32 с.
    Исследователи чувашского языка
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Андрей Алексеев // Ҫилҫунат. 2001. № 10-11. С. 11.
  • Станьял, В. Чĕлхе тĕпчевçи Андрей Алексеев / В. Станьял // Канаш (Ульяновск обл.). 2005. 11 çурла. С. 4.
  • Агивер, Х. Энтрие асăнса / Х. Агивер // Хыпар. 2005. 2 чӳк.
  • Алексеев Андрей Алексеевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : библиографи указателĕ. Шупашкар, 2006. С. 5-10.
  • Юман, А. Тĕп ĕçĕ – кунсерен куç умĕнче / А. Юман // Хресчен сасси. 2006. 31 юпа. С. 2
  • Лукиянова, А. Чӗлхе тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ / А. Лукиянова // Хыпар. 2009. 3 юпа. С. 16.
  • Ҫыравҫӑ-ӑсчаха халалласа // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш р-нӗ). 2009. 24 юпа. С. 2.
  • * * *
  • Алексеев Андрей Алексеевич // Моргаушский район : краткая энцикл. Чебоксары, 2002. С. 31.
  • Хузангай, А. П. Алексеев Андрей Алексеевич / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2006. Т. 1 : А-Е. С. 73.

каялла