Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Андреев Василий Алексеевич (01.08.1960-05.05.2002)

Чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ(1987), доцент.

Чӑваш Республикин Канаш районне кӗрекен Eшкилт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
1977 ҫулта Шуркасси вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1982 ҫулта Ленинград университечӗн хӗвел тухӑҫ чӗлхисен факультетӗнче вӗреннӗ, каярах тӗпчевҫӗ ӑсталӑхне асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче туптанӑ.
1987 ҫулта Мускавра Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче «Чӑваш чӗлхин вӗҫлев категорийӗ» темӑпа диссертацие хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ятне тивӗҫнӗ.
1986–2002 ҫулсенче И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче турккӑ чӗлхин вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ.
1994–1995 ҫулсенче Стамбул университечӗн этеплӗх факультетӗнче турккӑ студенчӗсене чӑваш чӗлхипе литературине, халӑхӑмӑрӑн историне вӗрентнӗ.
Ӑслӑлӑхра чӑваш тата тӗрӗк чӗлхисен морфологи пайрӑмӗсене танлаштарупа, истори меслечӗпе тӗпченипе палӑрса тӑрать.

Уйрӑм кӑларӑмӗсем
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Андреев Василий Алексеевич // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ / Чӑваш Республикин наци библиотеки. – Шупашкар, 2006. – С. 14-15.
  • Дегтярев, Г. А. Василий Алексеевич Андреев / Г. А. Дегтярев // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ : статьясен пуххи / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлах институчӗ ; [А. П. Хусанкай хатӗрленӗ, редакциленӗ]. – Шупашкар : Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 2006. – 2-мӗш кӑларӑм. – С. 290-297.
  • Василий Андреев чĕлхеçĕ : [статьясен пуххи] / Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Шупашкар, 2010. 55 с., [4] л. ил. 
  • * * *

  • Андреев, В. А. «Чăваш чăнлăхпа, çынлăхпа, Турă панă хăватпа вăйлă пулĕ» / В. А. Андреев ; Л. Филиппова калаçнă // Тантăш. 1998. 4 çĕртме (№ 23). С. 4.
  • Фомин, Э. Кĕмĕл пек çутă пурнăç / Э. Фомин // Хыпар. 2003. 7 çурла.
  • Андреев Василий Алексеевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : библиогр. указ. Шупашкар, 2006. С. 14-15.
  • * * *
  • Корнилов, Г. В. А. Андреев – зачинатель функциональной грамматики чувашского языка / Г. Корнилов // Ульяновец.  2002. 21 янв.
  • Дегтярев, Г. А. Андреев Василий Алексеевич / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2006.  Т. 1 : А-Е. С. 103.
  • Лебедев, Э. Е. Научное наследие Василия Алексеевича Андреева / Э. Е. Лебедев // Чувашский язык и этнос в истории евразийской цивилизации. Чебоксары, 2011. С. 95-101.

каялла