Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Андреев Иван Андреевич (15.05.1928-31.12.2011)

Чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1972), ӑслӑлӑх йӗркелевҫи, Чӑваш АССРӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2001), Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе паракан Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2006).

Чӑваш Республикин Элӗк районне кӗрекен Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тавӑт шкулӗнче, Калининӑри педагогика училищинче вӗреннӗ.

1946–1950 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультечӗн чӑваш, унтан вырӑс уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ют чӗлхе кафедрин лаборантӗнче ӗҫленӗ. Институт хыҫҫӑн Eтӗрнери тата Ҫӗрпӳри педагогика училищисенче, каярах вӗрентӳҫӗсен Канашри институтӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ.

1953 ҫулта педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ҫумӗнчи В.Г. Eгоров профессор ертсе пыракан аспирантурӑна вӗренме кӗнӗ, ун хыҫҫӑн 1955 ҫ. асӑннӑ аслӑ шкултах ӗҫлеме юлнӑ.

1957–1970 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн чӗлхе пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 1962 ҫулта Мускавра Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче «Причастие в чувашском языке» монографи тӑрӑх кандидат диссертацине, 1970 ҫулта «Структура простого предложения современного чувашского языка» доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

1970 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ: малтанхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи кафедрин доценчӗ, 1972 ҫултанпа профессор, 1975 ҫултанпа чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ, 1983–1990 ҫулсенче историпе филологи факультечӗн деканӗ пулнӑ.

1999 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн профессорӗ. Тӗпчевҫӗ чӑваш чӗлхин синтаксис, морфологи, фонетика, орфографипе пунктуаци, лексикографи ыйтӑвӗсене тӗпченипе палӑрса тӑрать.

Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1987 ҫ.).

Паллӑрах ӗҫӗсем: «Ҫын ячӗсем» (Имена), «Причастие в чувашском языке», «Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем» (Вопросы синтаксиса чувашского языка), «Чӑваш орфографийӗн ҫӗнӗ правилисем» (Новые правила чувашской орфографии), «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ» (Лексикология чувашского языка), «Чӑваш чӗлхин стилистики» (Стилистика чувашского языка), «Чӑваш пунктуацийӗ» (Чувашская пунктуация), «Чувашский язык: начальный курс», «Учебник чувашского языка для русских» и др. т.ыт.те.

Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Чӑваш чӗлхи : вырӑс шкулӗн 9-мӗш класӗ валли / И. А. Андреев, Р. И. Гурьева. Шупашкар, 2000. 304 с.
    Чувашский язык.
  • Чăваш орфографийĕн çĕнĕ правилисем çинчен / И. А. Андреев. Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке изд-ви, 1963. 47 с.
    О новых орфографических правилах чувашского языка.
  • Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем : 1 пайĕ / И. А. Андреев.  Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1973. 173 с.
    Вопросы чувашского синтаксиса : часть 1.
  • Çын ячĕсем / И. А. Андреев.  Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1983. 64 с. 
    Имена.
  • Ҫын ячӗсем : [кӗнекере ятсем мӗнле пулса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ] / И. А. Андреев ; [редакторӗ А. П. Кудряшова]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. – 60[2] с. : табл.
  •  Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси : методика кăтартăвĕсем / И.А. Андреев. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2001. 71 с.
    Обучение чувашскому языку в 5 классе русской школы: учебное издание.
  •  Хальхи чăваш чĕлхи : синтаксис / И. А. Андреев. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005. 334 с.
    Современный чувашский язык: синтаксис.
  • * * *

  • Причастие в чувашском языке / И.А. Андреев. Чебоксары, 1961. 262 с.
  • Учебник чувашского языка для русских : начальный курс / И. А. Андреев. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1992. – 271 с.
  • Словесность в школе = Сӑмахлӑха шкулта вӗрентесси : [сборник статей, посвященный 70-летию профессора И. А. Андреева] / Чувашский республиканский институт образования, научно-методический центр ; [составитель В. Н. Пушкин ; редкол.: М. И. Скворцов (отв. ред.) и др.]. – Чебоксары : Руссика, 1998. – 124 с. : портр.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Академик Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики профессор И. А. Андреев : биобиблиогр. справочник.  Чебоксары : ЧГИГН, 2000. 92 с.
  • Академик НАНИ ЧР профессор И. А. Андреев (Чувашский языковед) : биобиблиогр. справ. / Чуваш. гос. ун-т, 2000.  90 с. : портр., ил. ; 150 экз. с.
  • Словесность в школе : [сб. ст., посвящ. 70-летию проф. И. А. Андреева] / Чуваш. респ. ин-т образования, науч.-метод. центр. Чебоксары, 1998. 117 с.
  • * * *

  • Виноградов, Ю. Чĕлхе вăйне пĕлсе / Ю. Виноградов // Халăх шкулĕ = Нар. шк. 1998. № 2. С. 89-93.
  • Силэм, Ю. Таймапуç сире, Иван Андреевич / Ю. Силэм // Ялав. 1998. № 5. С. 81-83.
  • Долгова, А. П. Иван Андреевич Андреев / А. П. Долгова // Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ Шупашкар, 1999. С. 174-178.
  • Виноградов, Ю. Чĕлхе вĕрентĕвĕн ертӳçи / Ю. Виноградов // Ялав. 2003. № 5. С. 106-107.
  • Виноградов, Ю. Чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн ырми–канми тăрăшать : шкул программисемпе учебниксен авторĕ, паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев профессор паян 75 çул тултарчĕ / Ю. Виноградов ; А. Абрамов сăн ӳкерчӗкӗ // Хыпар.  2003. 15 çу.
  • Андреев Иван Андреевич // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ / Чӑваш Республикин наци библиотеки. – Шупашкар, 2006. – С. 16-23.
  • Сачкова, Л. Патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ / Л. Сачкова // Хыпар. 2006. 23 çĕртме.
  • Андреев, И. А. «Пысӑк ӗҫ пӗчӗккинчен ҫуралать» / И. А. Андреев // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. 2008. № 2. С. 75.
  • Виноградов, Ю. М. И. А. Андреев профессорӑн ҫӗнӗ ӗҫӗсем : (паллӑ ученӑй тата педагог 80 ҫул тултарнӑ май) / Ю. М. Виноградов // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. 2008. № 2. С. 71-74.
  • Петрова, М. Ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ / М. Петрова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк р-нӗ). 2008. 14 ҫу . С. 3.
  • Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи / Р. Гурьева [тата ыт.] // Хыпар. 2008. 21 ҫу.
  • Иван Андреевич Андреев : [некролог] // Хыпар. 2012. 11 кӑрлач . С. 4.
  • * * *

  • Андреев, И. А. «Мои года – мое богатство» / И. А. Андреев ; записала Н. Димитриева // Ульяновец. 1998. 21 мая.
  • Профессор из Чувашии удостоился стипендии Академии наук России // Совет. Чувашия. 2000. 30 нояб.
  • Хузангай, А. П. Иван Андреевич Андреев / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001. С. 65-66.
  • Андреев Иван Андреевич // Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики. Чебоксары, 2002. С. 68-72.
  • Андреев Иван Андреевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005.  Чебоксары, 2005.  С. 11.
  • Хузангай, А. П. Иван Андреевич Андреев / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2006. Т. 1 : А-Е. С. 104.
  • Хузангай, А. П. Иван Андреевич Андреев: 1928. Путеец родного языка / А. П. Хузангай // Ученые. Чебоксары, 2006. С. 17-26. (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 4).
  • Данилов, В. Труженику науки и образования И. А. Андрееву 80 лет / В. Данилов // Совет. Чувашия. 2008. 14 мая.
  • Ефимов, Л. А. Андреев Иван Андреевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. Чебоксары, 2009. С. 60-61.
  • * * *

  • Чувашская АССР. Верховный Совет. Президиум. О награждении Андреева И. А. Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 11.05.1978 // Советская Чувашия. – 1978. – 14 мая. – С. 3.
  • Чувашская Республика. Президент. (1994-2010 ; Н. В. Федоров). О присуждении Государственных премий Чувашской Республики 2005 года : указ Президента Чувашской Республики от 20.06.2006 № 53 : [в области гуманитарных наук И. А. Андрееву - за создание комплекса работ, включающего монографическое исследование "Современный чувашский язык. Синтаксис", монографию "Чувашская пунктуация", учебник чувашского языка для 8-9 классов "Синтаксис"] // Вести Чувашии. – 2006. – 28 июня (№ 60).

каялла