Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Горшков Анатолий Ермолаевич (05.01.1931-17.07.2012)

Чӗлхеҫӗ, филологи ӑcлӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент (1964), ӑслӑлӑх йӗркелевҫи, Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1980).

Чӑваш Республикин Муркаш районне кӗрекен Вускасси ялӗнче ҫуралнӑ. Сыпайри пуҫламӑш, Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1949 ҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Институт хыҫҫӑн 1953 ҫ. Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствин редакторӗнче ӗҫленӗ. 1954–1957 ҫҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1961–1964 ҫҫ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, 1964–1968 ҫҫ. республикӑн пичетпе издательство управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

1964 ҫ. «Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики» темӑпа ӑслӑлӑх кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ. 1968–1990 ҫҫ. Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наука тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1991 ҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пуҫламӑш класс факультечӗн чӑваш тата вырӑс чӗлхин кафедрине куҫнӑ.

Унӑн тӗпчевӗсем чӑваш чӗлхин лексика, орфоэпи, фразеологи, стилистика, терминологи ыйтӑвӗсемпе, пуплев культурипе ҫыхӑннӑ. 

Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Чӑваш чӗлхи лексикин аталанӑвӗ: (Совет тапхӑрӗ). Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. 102 с.
    Развитие лексики чувашского языка в советскую эпоху.
  • Чӑваш чӗлхи : лексика, фразеологи, пуплев культури : вӗренӳ пособийӗ / А. Е. Горшков. – Шупашкар, 1997. – 159 с.
    Чувашский язык: Лексика, фразеология, культура речи: Учебное пособие.
  • Чӑваш чӗлхи: И.Я. Яковлев яч. Чӑваш патшалӑх педагогика ун–чӗн тӗрлӗ факультечӗсене вӗренме кӗрекенсем хатӗрленӳ курсӗнче ҫырмалли тӗрӗслев ӗҫӗсем / И.Я. Яковлев яч. Чӑваш патшалӑх педагогика ун–чӗ; А.E. Горшков пухса хатӗрленӗ; Л.П. Сергеев ред. Шупашкар: Чӑваш педагогика ун–чӗн изд–ви, 2000. 8 с.
    Чувашский язык.
  • Вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхин шайлаштаруллӑ грамматики: вӗренӳ пособийӗ / А. Е. Горшков, Шупашкар: Чӑв. педагогика ун-чӗн изд-ви, 2007. 126 с.
    Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков.
  • * * *
  • Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики. Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1963. 215 с.
Статйисeм
  • Чӗлхе тата пичет витӗмлӗхӗ // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем: [Ст. пуххи] / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1971. 1–мӗш кӗнеке. С. 22–54.
  • Тавтологи, е пӗр ӑнлавах усӑсӑр икӗ хут палӑртни // Ҫавӑнтах. С. 108–127.
  • Грамматика мелӗсем тата пуплев стилӗ // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем: [Ст. пуххи] / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1972. 2–мӗш кӗнеке. С. 41–72.
  • И.Я. Яковлев тата чӑваш литератури чӗлхи // 100 лет новой чувашской письменности: Сб. ст. / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1972. С. 145–192.
  • Хӑш–пӗр терминсемпе номенклатура ячӗсене, фразеологизмсене вырӑcларан чӑвашла мӗнле куҫармалла; Кӗнеке чӗлхи ҫинчен // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем: [Ст. пуххи] / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1974. 3–мӗш кӗнеке. С. 137–172.
  • Вырӑс чӗлхинчен тата ун урлӑ ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем // Хальхи чӑваш чӗлхин лексикологийӗ / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, лит., истори тата экономика наукисен тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1978. С. 110–146.
  • Илемлӗ литература чӗлхине тӗпчес ӗҫӗн хӑш–пӗр задачисем // Чӑваш илемлӗ литература чӗлхи: Ст. пуххи / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, лит, истори тата экономика наукисен тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1978. С. 47–96.
  • Терминологири перекетлӗх принципӗ // Ялав. № 7. 1978. С. 28–29.
  • Мӗнле каласан тӗрӗс // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем: [Ст. пуххи] / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, лит., истори тата экономика наукисен тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1981. С. 102–119.
  • Ӑслӑлӑх ҫулӗпе: [Чӑваш патшалӑх педагогика ун–чӗн чӗлхе кафедрин ӗҫӗсем ҫинчен] // Халӑх шк.=Народ. шк. 2000. № 4. С. 150–151.
  • * * *
  • Фонетическое оформление русских заимствований в чувашском языке // Вопросы чувашского языка и литературы: Уч. зап. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1958. Вып. 18. С. 33–56
  • Постановление ЦК КПСС «О литературно–художественной критике» и задачи института // Чувашский язык, литература и фольклор: Сб. ст. / НИИ при Совете Министров Чувашской АССР. Чебоксары, 1973. Вып. 2. С. 3–20.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Сергеев, В. Паллă тĕпчевçĕ / В. Сергеев // Коммунизм ялавĕ. 1981. 4 янв.
  • Алексеев, А. Тăван чĕлхемĕре юратсан... / А. Алексеев // Коммунизм ялавĕ. 1991. 15 янв.
  • Краснова, М. Пысăк чунлă ăсчах / М. Краснова // Тантăш. 2001. 4 кăрлач ; çавах // Педвузовец. 2000. 29 дек. (№ 20). С. 4.
  • Краснова, М. Ырă вăрлăх акатăн – пысăк тухăç илетĕн / М. Краснова // Хресчен сасси. 2001. 10 кăрлач.
  • Сергеев, Л. П. Горшков Анатолий Eрмолаевич / Л. П. Сергеев // Муркашсем – ăслăлăх çыннисем. Шупашкар, 2001. С. 31-33.
  • Чăваш чĕлхеçи Анатолий Eрмолаевич Горшков. 70 çул тултарнă тĕле : биобиблиографи справочникĕ / Л. П. Сергеев хатĕрленĕ. Шупашкар, 2001. 24 с.
  • Горшков, А. E. Ĕçлесе хевте чакман / А. E. Горшков ; Л. П. Сергеев калаçнă // Хыпар. 2001. 5 кăрлач.
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Чăваш чĕлхеçисемпе сăмахçисем : биобиблиографи справочникĕ. Шупашкар, 2003. С. 15-16.
  • Осипов, Н. Педагог, ăсчах, çыравçă / Н. Осипов // Педвузовец. 2005. 26 дек. (№ 19-20). С. 7.
  • А. Е. Горшковӑн пичетленнӗ тӗпчев ӗҫӗсен библиографийӗ // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика: статьясен пуххи. 2006. С. 143-149.
  • Аксар, С. Тавсси, юратнă Шурсухал : [сăвă] / С. Аксар // Педвузовец. 2006. 27 янв.
  • Ахвандерова, А. Пархатарлă кун-çул / А. Ахвандерова // Хыпар. 2006. 12 кăрлач.
  • Горшков Анатолий Ермолаевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. Шупашкар, 2006. С. 59-62.
  • Анатолий Ермолаевич Горшков : [некролог] // Хыпар. 2012. 19 утӑ. С. 4.
  • * * *
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Моргаушский край. Краткая энциклопедия. Чебоксары, 2002. С. 54.
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. Чебоксары, 2005. С. 79.
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. Чебоксары, 2005. С. 34.
  • Дегтярев, Г. А. Горшков Анатолий Ермолаевич / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2006. Т. 1 : А-Е. С. 439.
  • Петров, Н. П. Анатолий Ермолаевич Горшков: (к 75-летию со дня рождения) / Н. П. Петров // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика: статьясен пуххи. Шупашкар, 2006. С. 3-4.
  • Петров, Н. П. Видный лингвист и педагог / Н. П. Петров // Халăх шкулĕ = Народная школа. 2006. № 1. С. 52.
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. Чебоксары, 2010. С. 96.
  • Денисова, Т. В. Горшков Анатолий Ермолаевич / Т. В. Денисова // Актуальные проблемы культуры речи = Пуплев культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем : сборник статей / Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2011. – С. 3-4.
  • Лебедев, Э. Е. Анатолий Ермолаевич Горшков: 1931-2012 / Э. Е. Лебедев // Чуваш. гуманит. вестн.: археология, искусствоведение, история, правоведение, социология, филология, экономика, этнология. 2012. № 7. С. 245-246.
  • Лебедев, Э. Е. Анатолий Ермолаевич Горшков: 1931-2012 / Э. Е. Лебедев // Чувашский гуманитарный вестник.: археология, искусствоведение, история, правоведение, социология, филология, экономика, этнология. – 2012. – № 7. – С. 245-246.
  • Горшков Анатолий Eрмолаевич // Энциклопедия Моргаушского района. – Чебоксары, 2020. – С. 105.

каялла