Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Димитриев Вениамин Иванович (03.10.1962)

Чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1997).

Чӑваш Республикин Элӗк районне кӗрекен Анаткас Сурӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Юнтапари сакӑр ҫул вӗренмелли, каярах Вырӑс Сурӑмӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1980–1982 ҫҫ. Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1983 ҫ. Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ.
Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1988–1991 ҫҫ. Элӗк районӗнчи Ураскилт тата Красноармейски районӗнчи Пикшик вӑтам шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1991–1994 ҫҫ. И.Я. Яковлев яч. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ (ӑслӑлӑх ертӳҫи – М.Ф. Чернов профессор). 1997 ҫ. «Хальхи чӑваш чӗлхинчи глагол фразеологийӗ» кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
1995–2004 ҫҫ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ.
2005 ҫ. Шупашкарти аслӑ шкулта преподавательте ӗҫлет.


Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Чӑваш чӗлхи тата литератури: Тӗрӗслев ӗҫӗсемпе меслет кӑтартӑвӗсем: Шупашкар, 1995. 48 c.
    Чувашский язык и литература: Контрольные задания и методические указания.
  • Чӑваш чӗлхи: 6–7 классем валли/ В.И. Димитриев, В.А. Eгоров. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд–ви, 2000. 301 с.
    Чувашский язык: 6-7 кл.
  • Чӑваш чӗлхи : 6-мӗш класс валли / В. И. Димитриев ; [ӳнерҫи Т. И. Немцева]. Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. 205, [1] с. : ил.
    Чувашский язык : 6 кл.
  • Чӑваш чӗлхи : 7-мӗш класс валли / В. И. Димитриев. Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. 174 с. : ил.
    Чувашский язык : 7 кл.
  • * * *
  • Глагольная фразеология современного чувашского языка : автореферат дис. на соиск. учен. степ. канд. филолог. наук : Спец.(10.02.06) - Тюркские языки / В. И. Димитриев. – Чебоксары, 1997. – 19 с. http://elbibw.nbchr.ru/ellib/avds/avds_1_Dimitriev_V_I.pdf
  • Геральд Васильевич Лукоянов: Библиогр. справочникӗ / Пухса хатӗрлекенӗ В.И. Димитриев. Шупашкар: Кӳкеҫ изд–во ҫурчӗ, 2001. 63 с.
Статйисeм
  • Пирӗн Алексей Афанасьев: [А.А. Афанасьев ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ] // Ялав. 1989. № 12. C. 19.
  • Чӑваш чӗлхин фразеологийӗ – уроксенче // Халӑх шк.=Народ. шк. 1992. № 2. C. 74–77.
  • «Нарспи» поэма тӑрӑх йӗркеленӗ задачӑсем // Халӑх шк.=Народ. шк. 1994. № 2–3. С. 93–96.
  • Глагол фразеологи пӗрлӗхӗсен синонимӗсемпе варианчӗсем, вӗсене урокра вӗрентесси // Халӑх шк.=Народ. шк. 1996. № 1. С. 77–80.
  • Хӗрарӑмсене сӑнлакан ваттисен сӑмахӗсемпе фразеологизмсем // Пике. 1996. № 1–2. С. 13.
  • Глагол фразеологи пӗрлӗхӗсен варианчӗсем // Тӑван Атӑл. 1996. № 5. C. 68–70.
  • Cӑмах ҫаврӑнӑшӗсем (фразеологизмсем) // Ҫилҫунат. 1997. № 10–11. C. 28.
  • Вӗренӳ кӗнекисенчи фразеологизмсем // Ялав. 1998. № 5. C. 118–121.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Димитриев Вениамин Иванович // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 71-72.
  • Ефимов, Л. А. Димитриев Вениамин Иванович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. Чебоксары, 2009. С. 182.

каялла