Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Иванов Алeксeй Иванович (26.03.1898-20.08.1983)

Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, куҫаруҫӑ, журналист, редактор.

Чӑваш Республикин Eлчӗк районне кӗрекен Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. 1913 ҫ. Кӗҫӗн Eлчӗкри икӗ класлӑ шкул хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, С. Лашман редакциленӗ «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатпа ҫыхӑну тытнӑ, каярахпа Чӗмпӗрте тухса тӑнӑ «Ҫутталла» хаҫатпа «Атӑл юрри» журналӑн яваплӑ ҫыруҫинче ӗҫленӗ.

1919 ҫ. хӑйӗн ирӗкӗпе граждан вӑрҫине тухса кайнӑ, И. Космовский отрядӗнче ҫапӑҫнӑ. 1921 ҫ. тӗпчевҫе халӑха вӗрентес ӗҫ йӗркелӗвӗн Мускав институтне вӗренме янӑ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫак институтрах ӗҫлеме юлнӑ, каярах РКП(б) Тӗп Комитечӗ ҫумӗнчи чӑваш секцийӗ кӑларса тӑнӑ «Ӗҫлекенсен сасси» журналӑн редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

1928 ҫ. тӑван республикӑна таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт Чӑваш АССР ҫутӗҫ халӑх комиссарӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 1934–1936 ҫҫ. Ленинградра марксизм–ленинизм классикӗсен хайлавӗсене куҫаракансен курсӗнче вӗреннӗ. Кун хыҫҫӑн нумай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче ӗҫленӗ, вӗренӳ кӗнекипе пособийӗсене, В.И. Ленин хайлавӗсене чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ. 1939–1941 ҫҫ. Чӑваш наука тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн вунӑ ҫул пӗр улшӑнмасӑр «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн секретариатӗнче, 1951–1958 ҫҫ. (мӗн пенсие кайичченех) кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Тӑван чӗлхе историйӗпе, грамматикипе тата литература чӗлхине нормӑлас, орфографие лайӑхлатас ыйтупа 20 яхӑн тӗпчев ҫырнӑ, терминологи словарӗсем пичетлесе кӑларнӑ.


Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ: Пуҫламӑш шкулпа вӑтам шкул валли. / А.И. Иванов юсанӑ тата хушса пысӑклатнӑ. 2–мӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. 128 с.
    Орфографический словарь чувашского языка.
  • Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ / Хатӗрлекенӗ А.И. Иванов; Ред. И.П. Павлов. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд–ви, 1963. 272 c.
    Орфографический словарь чувашского языка.
  • Чӑваш чӗлхи орфографийӗн кӗске словарӗ / Хатӗрлекенӗсем: А.И. Иванов т.ыт.те; Ред. С.П. Горский. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке. изд–ви, 1969. 144 с.
    Краткий орфографический словарь чувашского языка.
Статйисeм
  • Чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ: [Н.И. Ашмарин ӗҫӗсем ҫинчен] // Чӑваш коммуни. 1950. 3 сент.
  • Вырӑс чӗлхипе чӑвашсен литература чӗлхи // Ялав. 1953. № 5. С. 26–28.
  • Пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫинчен шухӑшлани // Вопросы чувашской литературы и языка: Учен. зап. / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1966. Вып. 32. C. 170–176.
  • Хаҫат–журнал чӗлхи тӗрӗс те витӗмлӗ пултӑр // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем. 1–мӗш кӗнеке. Хаҫат–журнал / Чӑваш АССР Министрсен Cовечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1971. С. 140–143.
  • Хаҫат тата чӗлхе культури // Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем. 2–мӗш кӗнеке. Стилистика, лексика, орфографи, орфоэпи / Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев ин–чӗ. Шупашкар, 1972. С. 6–34.
  • * * *
  • К вопросу о падежах в чувашском языке в связи изучением специфики ее // Записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1953. Вып. 8. С. 167–192.
  • Некоторые вопросы чувашской орфографии и пунктуации // Ученые записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1956. Вып. 14. С. 86–116.
  • Несколько слов об образовании форм спряжения в чувашском языке // Ученые записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1958. Вып. 16. C. 158–176.
  • Прямой объект и формы его выражения в чувашском языке // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1965. Вып. 28. С. 88–96.
  • Склонение и его роль в чувашском языке // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1969. Вып. 39. С. 106–126.
  • Об относительной хронологии некоторых аффиксов и грамматических форм чувашского языка // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1970. Вып. 49. C. 61–90.
  • Чувашский язык в урало–алтайской семье языков // Чувашский язык, литература и фольклор: Сб. ст. / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1972. Вып. 1. C. 3–53.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Сергеев Л. Пичет ветеранӗ тата тӗпчевҫӗ / Л. Сергеев // Коммунизм ялавӗ. 1968. 30 март.
  • Алексеев А. Самана уттинчен юлмасӑр / А. Алексеев // Коммунизм ялавӗ. 1978. 24 март.
  • Долгова А.П. Алексей Иванович Иванов / А.П. Долгова // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ: Ст. пуххи / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ин–чӗ. Шупашкар, 1999. С. 70–93.
  • * * *
  • Алексеев А. Чувашский лингвист / А. Алексеев // Совет. Чувашия. 1968. 29 марта.
  • Алексеев А.А. Алексей Иванович Иванов / А.А. Алексеев // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1969. Вып. 39. С. 245–247.
  • Иванов Алексей Иванович // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 105-107.

каялла