Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем
Марр Николай Яковлeвич (20.12.1864-23.01.1934)
Чӗлхеҫӗ, академик, эрмен сӑмахлӑхӗн докторӗ (1901), профессор, Питӗр хулинчи ӑслӑлӑх академийӗн чӑн членӗ (1912), Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӑн членӗ (1917), СССР ӑслӑлӑх академийӗн чӑн членӗ (1930), Коммунистсен обществӑлла ӑслӑлӑх академийӗн В.И. Ленин ячӗллӗ преми лауреачӗ (1929).
Кутаиси хулинче ҫуралса ӳснӗ. Тӗпчевҫӗн ашшӗ Шотланди ҫынни пулнӑ, амӑшӗ Грузи хӗрарӑмӗ. 1884 ҫ. тӑван хулари гимназирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Петербург университечӗн хӗвел тухӑҫ факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
1888–1919 ҫҫ. асӑннӑ аслӑ шкулӑн вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑт факультет пуҫлӑхӗ те пулнӑ. 1921 ҫ. тӗпчевҫӗ тӑрӑшнипе чӗлхе ӑслӑлӑхӗн ҫӗнӗ вӗрентӗвне аталантаракан Яфетид институчӗ уҫӑлнӑ. Академикпа килӗшӳллӗн, чӑваш чӗлхи ытти чӗлхене аталанма нумай пулӑшнӑ чӗлхе.
Т.М. Матвеев, Ф.Т. Тимофеев, Н.Я. Золотов тӗпчевҫӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чӗлхепе шухӑшлав институтӗнче Н.Я. Марр ертсе пыракан аспирантурӑра вӗреннӗ.
Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн чӑн членӗ (1912 ҫ.).
Паллӑрах ӗҫӗсем: «Из переживаний доисторического населения Европы, племенных или классовых, в русской речи и топонимике (Вперед к чувашам и на Волгу!)», «Чуваши-яфетиды на Волге», «История Грузии» т.ыт.те.
Уйрӑм кӑларӑмӗсем
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
- Тархун А. Н.Я. Марр академик ҫинчен / А.Н. Тархун // Тӑван Атӑл. 1995. № 6. С. 6.
- Марр Николай Яковлeвич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 135-136.
* * *
- Аракин В.Д. Ошибки в работах Н.Я. Марра по чувашскому языку / В.Д. Аракин // Записки / НИИ яз., лит. и истории при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1953. Вып. 8. С. 35–62.
- Eгоров В.Г. Против извращений Н.Я. Марра в области изучения чувашского языка / В.Г.Eгоров // Там же. С. 63–80.
- Голубева О.Д. Н.Я. Марр и Публичная библиотека / О.Д. Голубева. Тбилиси: Хеловнеба, 1986. 163 с.
- Горбаневский М. Конспект по корифею / М. Горбаневский // Литературная газета. 1988. 25 мая.
- Алпатов В. История одного мифа. Марр и марризм / В. Алпатов // Знание – сила. 1990. № 11. С. 64–69.
- Алаев Л.Б. Как умирает догматическая теория / Л.Б. Алаев // Восток: Афр.–азиат. о–ва: история и современность. 1992. № 3. С. 9–12.
- Николай Яковлевич Марр: (1864–1934) // Хрестоматия по истории и языку чувашского народа / Сост. А.А. Кондратьев и др. Уфа, 1995. С. 146–147.
- Медведев Р. Сталин и языкознание / Р. Медведев // Независимая газета. 1997. 4 апр.
- Слезкин Ю. Н.Я. Марр и национальные корни советской этногенетики / Ю. Слезкин // Новое лит. обозрение. 1999. № 36 (2). С. 48–82.
- Комиссаров, Г. И. Н. Марр. Чуваши-яфетиды на Волге : [рецензия на книгу] / Гурий Иванович Комиссаров // Гурий Комиссаров - краевед и просветитель / сост. А. А. Кондратьев. – Уфа, 1999. – С. 398.
каялла