Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор.
Алтай тӑрӑхне кӗрекен Рубцовск хулинче ҫуралса ӳснӗ. 19781984 ҫҫ. Мускав патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 19841986 ҫҫ. Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 1989 ҫулччен СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ.
1994 ҫ. чӑваш чӗлхине тӗпе хурса «Обособленный язык и проблема реконструкции праязыка: (историческая фонетика, морфология и интерпретация)» доктор диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
1994 ҫултанпа тӗпчевҫӗ Раҫҫей патшалӑх гуманитари университетӗнче ӗҫлет.
Паллӑрах ӗҫӗсем: «Исторические соответствия чувашских и тюркских гласных. Опыт реконструкции и интерпретации» (М., 1993), «Сравнительно-историческая грамматика тюркских языков. Лексика» (ытти авт. пӗрле. М., 1997), «Сравнительно-историческая грамматика тюркских языков. Региональные реконструкции» т.ыт.те.