Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем
Тимофeeв Фeдор Тимофeeвич (14.02.1887–25.01.1941)
Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, халӑх учителӗ, куҫаруҫӑ. Диалектологипе ҫырнӑ пӗрремӗш кӗнекесене хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Хусан кӗпӗрнин Eтӗрне уесӗн Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ (хальхи Чӑваш Республикин Муркаш районӗ). Турай тата Элӗк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1903–1909 ҫҫ. Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ.
Халӑх учителӗ ятне илнӗ хыҫҫӑн Eтӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗн пуҫламӑш шкулӗнче, 1911–1915 ҫҫ. учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр чӑваш семинарийӗн тӗп шкулӗнче ӗҫленӗ, ҫав хушӑрах И.Я. Яковлев ертсе пыракан куҫару комиссийӗн ӗҫне хутшӑннӑ.
1915–1918 ҫҫ. тӗпчевҫӗ хальхи Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑс пуҫламӑш шкулӗнче, каярах икӗ сыпӑклӑ Eтӗрне шкулӗнче вӗрентӳҫӗре тӑрӑшнӑ. 1921 ҫ. Чӑваш облаҫӗн ҫутӗҫ пайӗ ҫумӗнчи тӗп куҫару комиссийӗн ертӳҫин ӗҫне туса пынӑ.
1922–1925 ҫҫ. Чӗмпӗрти педагогика тата ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗрентнӗ.
Пӗлӗвне 1925–1928 ҫҫ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Ленинград уйрӑмӗ ҫумӗнчи чӗлхе институчӗн аспирантуринче ӳстернӗ. Кун хыҫҫӑн Шупашкарти педагогика тата ял хуҫалӑх институчӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ, наукӑпа тӗпчев институтӗнче те ӗҫленӗ, чӑваш шкулӗсем вали программӑсемпе учебниксем хатӗрлес ӗҫе туса пынӑ.
1934–1937 ҫҫ. Ленинградра Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен институтӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.
Паллӑрах ӗҫӗсем: «Чӑваш чӗлхийӗн грамматики. Фонетика. Морфологи» (Грамматика чувашского языка. Фонетика. Морфология), «Основы чувашского синтаксиса», «Пунктуация письма», «Чӑвашла ҫырасси» (Чувашское письмо) т.ыт.те.
Уйрӑм кӑларӑмӗсем
- Чӑвашла тӗрӗс ҫырмалли пӑравӗлӑсем / Ф. Тимофеев. - Казань : Типо-литография Казанского университета, 1919. - 16 с.
Чӑвашла ҫырма вӗренмелли кӗнеке / Ф. Тимофеев. - Казань : Казанское чувашское издательство, 1922. - 28 с.
Чӑваш чӗлхин грамматики : фонетика, морфологи : вӗренӳ пособийӗ / Х. Тимухха. – Шупашкар : Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. – 141 с.
- Чӑваш чӗлхин грамматики. Синтаксис тӗпӗсем / Тимухха Хӗветӗрӗ. – Шупашкар : Чӑвашиздат, 1924. – 32 с.
- Ҫырура чарӑну паллисем лартасси / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш облаҫӗнчи кӗнеке кӑларакан уйрӑм, 1925. – 8 с.
- Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли меттодӗк кӗнеки / Тимухха Хӗветӗрӗ. – Шупашкар : [и. ҫ.], 1930. – 127 с.
- Чӑваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке : пуҫламӑш шкул валли. – Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1933. – 2-мӗш пайӗ : Грамматикӑпа тӗрӗс ҫырма вӗренесси : 3-мӗшпе 4-мӗш ҫул валли. – 96 с.
- Чӑваш пурнӑҫин хисепӗсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1926. 51 с.
Чӑвашла ҫырасси. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1926. 45 с.
Чӑваш чӗлхийн крамматтӗкӗ: Фонетика, морфологи, ҫинттакҫис. 2–мӗш хут тухать. Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ. Шупашкар, 1928. 203 с.
- Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли меттотӗк кӗнеки. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1930. 127 с.
- Чӑваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке. Грамматикӑпа тӗрӗс ҫырма вӗренесси: Пуҫламӑш шкул валли. Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. 1–мӗш пайӗ. 48 с.
Ҫавах. То же. 2–мӗш изд. 1934. 48 с.: ил.
Ҫавах. То же. 3– мӗш изд. 1935.
- Чӑваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке. Грамматикӑпа тӗрӗс ҫырма вӗренесси: Пуҫламӑш шкул валли. Шупашкар: Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. 2–мӗш пайӗ. 96 с.
Ҫавах. То же. 2–мӗш изд. 1934. 96 с.: ил.
Ҫавах. То же. 3–мӗш изд. 1935.
- Чӑваш чӗлхин грамматики. Морфологи: 5–мӗш вӗренӳ ҫулӗ / Т.М. Матвеев, Ф.Т. Тимофеев. Шупашкар: Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. 107 с.
- Чӑваш чӗлхин грамматики: Синтаксис: 6-мӗшпе 7-мӗш вӗренӳ ҫулӗ / Т.М. Матвеев, Ф.Т. Тимофеев. Шупашкар: Чӑвашиздат, 1934. 92 с.
Ҫавах. То же. 2–мӗш изд. 1935. 91 с.
* * *
- Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах : изд. Казан. Губерн. Земства / Ф. Т. Тимофеев. – Казань, 1918. – 30 с.
- Несколько слов о Чувашской школе. Чебоксары: Чуваш. отд–ние гос. изд–ва, 1921. 24 с.
- Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах: Пособие по рус. яз. для техникумов и для преподавателей школ повышенного типа и 1–ой ступени турецких и финских народностей. Чебоксары: Чуашгосиздат, 1930. 177 с.
- Материалы к вопросу о перестройке грамматики чувашского языка. Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1932. 53 с.
Статйисeм
- Йӑхветит теорийӗпе чӑваш чӗлхи. Н.И. Марр // Сунтал. 1925. № 1 (7). С. 19–24.
- Золотов Микули Н.И. Ашмарин ҫинчен ҫырни пирки // Канаш. 1928. 23 дек.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
- Лазарев К. «Чӑваш чӗлхин грамматики» ҫинчен // Канаш. 1934. 8 май; Трофимов М. «Чӑваш чӗлхин грамматики» // Ленин ҫулӗпе. 1934. № 3–4. С. 34–36. Рец.: Чӑваш чӗлхин грамматики. Морфологи: 5–мӗш вӗренӳ ҫулӗ / Т.М. Матвеев, Ф.Т. Тимофеев. Шупашкар: Чӑваш патшалӑх изд–ви, 1933. 107 с
- Андреев И. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи Ф.Т. Тимофеев / И. Андреев // Ялав. 1958. № 3. С. 30–31.
- Ухантей Ҫ. Пӑтранчӑк грамматика // Канаш. 1936. 4 сент. Рец.: Чӑваш чӗлхин грамматики: Синтаксис / Т.М. Матвеев, Ф.Т. Тимофеев. Шупашкар: Чӑвашиздат, 1935. 92 с.
- Долгов В. Тимухха Хӗветӗр ҫырӑвӗ / В. Долгов // Тӑван Атӑл. 1967. № 3. С. 95–96.
- Андреев И.А. Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн Совет тапхӑрӗнчи аталанӑвӗнчен: Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫ. ҫитнӗ май / И.А. Андреев // Вопросы истории и грамматики чувашского языка: Тр. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1977. Вып. 74. С. 146–152.
- Алексеев А. Федор Тимофеевич Тимофеев: (1887–1941) / А. Алексеев // Алексеев А.А. Паллӑ чӑваш чӗлхеҫисем. Шупашкар, 1982. С. 19–23.
- Петров Л. Чӗлхе пӗлӳҫи / Л. Петров // Коммунизм ялавӗ. 1982. 14 февр.
- Андреев И. Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн / И. Андреев // Ялав. 1988. № 4. С. 10–11.
- Федотов М. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем / М. Федотов // Тӑван Атӑл. 1994. № 8. С. 68. Содерж.: Ф.Т. Тимофеев.
- Арланова E. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи: Ф.Т. Тимофеев (Тимухха Хӗветӗрӗ) ҫуралнӑранпа 110 ҫ. ҫитнӗ май / E. Арланова // Хыпар. 1997. 13 нарӑс.
- Ахмерова Г. Тимухха Хӗветӗрӗ – чӗлхе тӗпчевҫи, куҫаруҫӑ / Г. Ахмерова // Тӑван Атӑл. 1998. № 2. С. 58–59.
- Ахмерова Г. Тимухха Хӗветӗрӗ – хастар чӗлхеҫӗ / Г. Ахмерова // Ялав. 1998. № 3. С. 101–102.
- Ишентей Н. Ҫутталла: Сӑвӑлла трагеди / Н. Ишентей // Ялав. 1998. № 10–12. С. 79–93.
- Андреев И.А. Синкер саманара пуҫа хунисем / И.А. Андреев // Халӑх шк.=Народ. шк. 2000. № 4. С. 110–113.
- Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хӗветерӗ) // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 193-196.
- Николаева, Н. 130 ҫул иртсен те : [Ф. Т. Тимофеев (Тимухха Хӗветӗрӗ) ҫинчен] / Н. Николаева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). – 2017. – 18 нарӑс/февраль. – С. 2 : ӳкерчӗк.
* * *
- Золотов Н.Я. Т.М. Матвеев и Ф.Т. Тимофеев / Н.Я. Золотов // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1969. Вып. 39. С. 240–245.
- Алексеев А. В честь видного ученого–языковеда / А. Алексеев // Совет. Чувашия. 1972. 21 марта.
- Федотов М.Р. Ф.Т. Тимофеев // Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка / М.Р. Федотов. Чебоксары, 1987. С. 75–77.
То же. 2–е изд., доп. 2000. С. 115–119.
- Федотов М. Богатое наследие / М. Федотов // Совет. Чувашия. 1987. 14 февр.
- Андреев И.А. Из истории чувашской грамматической мысли (Ф.Т. Тимофеев) / И.А. Андреев // Историко–этимологическое изучение чувашского и алтайских языков: Материалы науч. конф., посвящ. 80–летию акад. М.Р. Федотова. Чебоксары, 1999. С. 32–33.
- Андреев, И. А. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимуха Хӗветӗрӗ) / И. А. Андреев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 223-224.
- Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хӗветӗрӗ) // Энциклопедия Моргаушского района. – Чебоксары, 2020. – С. 403.
каялла