Чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор.
Пушкӑрт Республикин Авӑркас тӑрӑхне кӗрекен Поташевка Бишкаин поселокӗнче ҫуралнӑ, Челаткан ялӗнче ӳснӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Таджикистанра Такфон кишлакӗнчи тулли мар вӑтам шкулта икӗ ҫул вырӑс чӗлхине вӗрентсе пурӑннӑ. Каярах Самарканд патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
1956-1968 ҫҫ. асӑннӑ аслӑ шкулта вӗрентӳҫӗре тӑрӑшнӑ. 1968-1976 ҫҫ. хисепленекен Самарканд педагогика институчӗн проректорӗнче тата вырӑс чӗлхин кафедрин ертӳҫинче ӗҫленӗ. 1976 ҫ. тӗпчевҫе Ташкент университечӗн вырӑс чӗлхин кафедрин ертӳҫине суйланӑ, профессор ятне панӑ. 1978 ҫ. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхе институчӗн вырӑс чӗлхин уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
«Глаголы с чистовидовыми приставками в современном русском языке» кандидат диссертацине 1963 ҫ. хӳтӗленӗ. 1974 ҫ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Вырӑс чӗлхин институтӗнче «Формальносемантические отношения однокоренных слов в словообразовательном гнезде в современном русском языке» доктор диссертацине хӳтӗлеве тӑратнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, тӗпчевҫӗ вырӑспа тӗрӗк чӗлхисене тӗпе хурса 400 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Чӑваш чӗлхипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ тӗпчевӗ «Чӑваш чӗлхин тӳнтер словарӗ».
1998 ҫултанпа Мускаври патшалӑх лингвистика университечӗн Eвразипе Балти халӑхӗсен чӗлхипе культурин центрӗнче ӗҫленӗ.
Узбек ССРӗн (1981 ҫ.), Чӑваш Республикин (1990 ҫ.) тата Россия Федерацийӗн (1997 ҫ.) ӑслӑлӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.