Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем
Цаплина Раиса Ионовна (16.08.1920-08.05.1990)
Чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Чӑваш Республикин Вӑрмар районне кӗрекен Саруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1935–1938 ҫҫ. Ҫӗрпӳри педагогика училищинче, 1939–1942 ҫҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1944–1948 ҫҫ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ.
1948 ҫ. «Говор средней части Ишлейского района Чувашской АССР» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
1948–1952 ҫҫ. Чӑваш ӑслӑлӑх тӗпчев институтӗнче наука сотрудникӗ, чӗлхе пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. «Вырӑсла–чӑвашла словаре» (1951) хатӗрлеме тата редакцилеме хутшӑннӑ.
Вӑтӑр ҫула яхӑн Мускавра Наци шкулӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫне туса пынӑ, пӗр хушӑ (1969 ҫ.) тӑван чӗлхе уйрӑмне ертсе пынӑ. Шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫе лайӑхлатмалли майсене тишкерсе ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл Монголири (1957–1959 ҫҫ.), Германири (1964 ҫ.), Болгарири (1974 ҫ.) аслӑ шкулсенче вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ.
Паллӑрах ӗҫӗсем: «Обучение орфографии родного языка в чувашской начальной школе», «Обучение орфографии чувашского языка в диалектных условиях» т.ыт.те.
Уйрӑм кӑларӑмӗсем
- Чӑваш чӗлхин вырӑнти калаҫӑвӗсен материалӗсене пухмалли программа / Чӑваш АССР Министрсен Cовечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, лит., истори тата экономика наукисен тӗпчев ин-чӗ; Хатӗрлекенӗсем: Р.И. Цаплина т.ыт.те. Шупашкар, 1955. 92 c.
- Обучение орфографии родного языка в чувашской начальной школе. Чебоксары: Чувашиздат, 1957. 160 с.
- Обучение орфографии чувашского языка в диалектных условиях. Чебоксары: Чувашиздат, 1966. 192 с.
- «Чӑваш чӗлхи» кӗнекепе ӗҫлемелли кӑтартусем: 6-мӗш класс валли / С.П. Юшков, Р.И. Цаплина. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1973. 52 с.
- Чӑваш чӗлхипе тата литературипе I-Х классенче вӗренекенсен пӗлӗвӗсемпе хӑнӑхӑвӗсене хакламалли виҫесем / Хатӗрлекенӗсем: Д.С. Филиппова, Р.И. Цаплина. Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1975. 29 c.
Статйисем
- Диалект йӑнӑшӗсемпе ӗҫлесси // Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине лайӑхлатассишӗн / Учительсен пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен ин-т. Шупашкар, 1965. С. 82-93.
* * *
- Основные фонетические особенности ишлейского говора // Записки / НИИ яз., лит., и истории при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1952. Вып. 6. С. 32-51.
- Морфологические особенности ишлейского говора // Материалы по чувашской диалектологии: [Cб. cт.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1960. Вып. 1. С. 124-144.
- Оканье в чувашском языке // Родной и русский язык в национальной школе. М., 1962. С. 40-67.
- Особенности некоторых чувашских говоров Татарской АССР и Куйбышевской области // Материалы по чувашской диалектологии: [Сб. cт.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1963. Вып. 2. С. 180-206.
- Именные и глагольные словосочетания чувашского языка в пятиязычном словаре Дамаскина (1785 г.) // Проблемы словосочетания в тюркских языках: Материалы науч. cессии / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1975. С. 29-30.
- Изучение морфологии в диалектных условиях в чувашской школе // Русский и родные языки в школах народов России: Сб. науч. тр. М., 1979. С. 222-233.
- О состоянии развития родной письменной речи учащихся чувашских школ // Проблемы развития речи учащихся / Под ред. М.К. Волкова. Чебоксары, 1982. C. 132-143.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
- Лукоянов Г. Кулленхи ӗҫре кирлӗ кӗнеке / Г. Лукоянов // Коммунизм ялавӗ. 1966. 27 дек. Рец.: Обучение орфографии чувашского языка в диалектных условиях. Чебоксары: Чувашиздат, 1966. 192 с.
- Цаплина Раиса Ионовна // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 216-217.
* * *
- Сосаева, А. А. Раиса Ионовна Цаплина : (к 80-летию со дня рождения) / А. А. Сосаева // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ : статьясен пуххи / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлах институчӗ ; [А. П. Хусанкай хатӗрленӗ, редакциленӗ]. – Шупашкар : Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 2006. – 2-мӗш кӑларӑм. – С. 287-289. – Библиогр. в конце ст.
каялла