Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Яковлeв Иван Яковлeвич (25.04.1848-23.10.1930)

Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн никӗсне хываканӗ, тӑлмач, вӗрентекен.

Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗн Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. 1856–1860 ҫҫ. Пӑрӑнтӑкри удел училищинче, 1860–1864 ҫҫ. Чӗмпӗрти гимнази ҫумӗнчи ҫӗр виҫипе хаклавҫи класӗсенче вӗреннӗ. Тӑватӑ ҫул Чӗмпӗр, Самар, Хусан тӑрӑхӗнче ҫӗр виҫевҫӗре ӗҫлесе пурӑннӑ. 1866 ҫ. Чӗмпӗр гимназийӗн 5–мӗш класне кӗрсе 1870 ҫ. унтан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Кунта вӗреннӗ вӑхӑтрах (1868) чӑваш шкулӗ уҫма пултарнӑ.
1870 ҫ. Хусан университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. 1871–1873 ҫҫ. каникул вӑхӑтӗнче И.Я. Яковлев юлташӗсемпе халӑх чӗлхипе тӗплӗнрех паллашас тӗллевпе виҫӗ хутчен Кӑнна Кушки таврашӗнче экспедицире пулнӑ. Чӑваш хресченӗсене пухса вӗсен калаҫӑвне тимленӗ, малтанхи вӗренӳ кӗнеки валли халӑх сӑмахлӑхӗн лайӑх тӗслӗхӗсене ҫыра–ҫыра илнӗ, сӑмахӑн пуплеври вырӑнне, сасӑ пулӑвне сӑнанӑ. Хусан университетӗнче вӗреннӗ чухне Н. Белилин студентпа пӗрле вырӑс алфавитне тӗпе хурса чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ. 1872 ҫ. ҫак алфавитпа усӑ курса И.Я. Яковлевпа унӑн ӗҫтешӗсем «Чӑваш ачисене ҫырӑва вӗренмелли кӗнеке» пичетлесе кӑларнӑ.
Хусан университетӗнчен вӗренсе тухсан 1875 ҫ. чӗлхеҫе Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен тата хӑй уҫнӑ Чӗмпӗр шкулӗн инспекторне лартаҫҫӗ. 1903 ҫ. округри чӑваш шкулӗсен инспекторӗн вырӑнне пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл 1922 ҫулчченех Чӗмпӗр шкулӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ. 1922–1930 ҫҫ. Мускавра пурӑннӑ.
Паллӑрах ӗҫӗсем: «Букварь для чуваш, составленный по способу Н.Ф. Бунакова», «Первоначальный учебник русского языка для чуваш», «Букварь для чуваш с присоединением русской азбуки», «Моя жизнь. Воспоминания» т.ыт.те.

Виртуаллӑ курав «Патриарх чувашской культуры»


Уйрӑм кӑларӑмӗсем
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
Статйисем

каялла