Ют ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Будeнц Йожeф (Budenz Josef) (13.06.1836-15.04.1892)

Венгрин ӑслӑлӑх академийӗн чӑн членӗ (1871), хальхи финн–угр чӗлхисен пӗлӗвӗн никӗслевҫи.

Германире, Расдорф хулинче вӗрентӳҫӗ кил–йышӗнче ҫуралса ӳснӗ, малтанласа Марбургра пӗлӳ илнӗ. 1858 ҫ. Геттинген университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Венгрие куҫса кайнӑ, гимназире нимӗҫпе грек чӗлхисене вӗрентнӗ, финн–угр чӗлхисене тӗпчеме пуҫланӑ.
1861 ҫ. Венгрин Ӑслӑлӑх академийӗн библиотекинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1871 ҫ. тӗпчевҫе асӑннӑ академин чӑн членне суйланӑ.
1868 ҫ. пуҫласа мӗн виличченех Будапешт университетӗнче Алтайпа финн–угр чӗлхисен танлаштаруллӑ курсне вуланӑ.
1845–1848 ҫҫ. тури чӑваш хушшинче пуҫтарнӑ чӗлхе материалне тӗпе хурса тӗпчевҫӗ 1862–1863 ҫҫ. венгрла «Чӑваш чӗлхин очеркӗсем» кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ.


Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Czuvas közlesek es tanulmanyok. NYK, Pesten, 1862 (I,II); 1863 (III).
    Публикации по чувашским материалам
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Федотов М.Р. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем / М.Р. Федотов // Тӑван Атӑл. 1994. № 8. С. 52–69. Содерж.: [Йожеф Буденц: (1836–1892)]. C. 56.
  • Федотов М.Р. Йожеф Буденц: (1836–1892) / М.Р. Федотов // Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. 2–е изд., испр. Чебоксары, 2000. С. 44–46.

каялла