Историк, тюрколог, алтаист и славист, ӑслӑлӑх докторӗ, Гамбург университечӗн профессорӗ, Украинӑн ӑслӑлӑх академийӗн членӗ, пӑлхар, хазар тата чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ нумай ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.
Украинӑри Львов хутлӑхне кӗрекен Лука хулинче ҫуралнӑ. 1936 ҫ. Тернополь гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1940 ҫулччен Львов университетӗнче ҫывӑх хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен историйӗпе филологине алла илнӗ, каярах пӗлӗвне Украина ССРӗн Ӑслӑлӑх академийӗн аспирантуринче ӳстернӗ. 1943 ҫ. Герминие куҫса кайнӑ, Берлинпа Гёттинген университетӗнче вӗреннӗ.
1948 ҫ. доктор ӗҫне хӳтӗлесе тӗрӗк, иран, испан тата славян пӗлӗвӗн тӗпчевҫи ятне тивӗҫнӗ. 1951 ҫ. «Stammes namen und Titulaturen der altaischen Völker» диссертацийӗпе хӳтӗлеве тухнӑ, Гёттинген университетӗнче Алтай пӗлӗвӗпе историйӗн вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ.
1952 ҫ. Гамбург аслӑ шкулне куҫнӑ. 19611964 ҫҫ. АПШра Сиэтлти Вашингтон университетӗнче, 19641989 ҫҫ. Гарвардра тӗрӗк профессорӗнче тӑрӑшнӑ.
Хальхи вӑхӑтра О. Прицак Америкӑра пурӑнать.