Ют ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Рeгули Антал (Reguly Antal) (11.06.1819-23.08.1858)

Венгр чӗлхеҫи

Венгрире Зирц хулинче ҫуралнӑ.
Венгрин Ӑслӑлӑх академийӗ сӗннипе венгрсен малтанхи тӑхӑмӗсем пурӑннӑ ҫӗршывпа паллашас тӗллевпе тӗпчевҫӗ 1841 ҫ. Российӑна килнӗ. Икӗ ҫула яхӑн Петербургра пурӑнса ҫул ҫӳреве хатӗрленнӗ. 1843 ҫ. Мускавпа Чулхула урлӑ Ҫӗпӗре кайнӑ чухне Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Чикме, Eтӗрне уесӗнче пулса чӗлхе, сӑмахлӑх тата этнографи материалне пуҫтарнӑ. Ҫак ӗҫре тӗпчевҫе чӑвашсен малтанхи писателӗ, историкӗ С. Михайлов пулӑшса пыни паллӑ.
Чӗлхеҫӗ хӑйӗн чӑвашпа ҫыхӑннӑ эткерне йӗркелесе пичетлеме ӗлкӗреймен. Каярахпа ҫак ӗҫе венгрсен тепӗр тӗпчевҫи Й. Буденц пурнӑҫланӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ .
  • Федотов М.Р. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем / М.Р. Федотов // Тӑван Атӑл. 1994. № 8. С. 52–69. Содерж.: [Антал Регули: (1819–1858)]. С. 56.
  • Рeгули Антал // Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 256.
  • * * *
  • Ромбандеева E.И., Карелин В.Г. Мансийские оронимы на вставке к карте Северного Урала А. Регули (середина XIX в.) / E.И. Ромбандеева, В.Г. Карелин // Совет. финно–угроведение. 1989. Т. 25, № 4. С. 256–261. Библиогр.: с. 261.
  • Пик Антала Регули // Мир путешествий. 1991. № 12. С. 14–15.
  • Федотов, М. Р. Антал Регули // Федотов, М. Р. Исследователи чувашского языка / М. Р. Федотов. Чебоксары, 2000. С. 23-24.
  • Дмитриева, Ю. Тюркологические (чувашские) исследования венгерских финно-угроведов : [А. Регули, Й. Буденец и Б. Мункачи] / Ю. Дмитриева // Вестник Югорского государственного университета. – 2006. – № 1. – С. 61-63. – Библиогр.: с. 63 (10 назв.).

каялла