Надежда Смирнова
Праски Витти ют çĕршывсенчен таврăнчĕ
Праски Витти (В.П.Петров) художник нумаях пулмасть чикĕ леш енчен таврăнчĕ. Утă уйăхĕнче вăл Испанири Солоу хулинчи эмаль искусствин музейĕнче Пĕтем тĕнчери эмальпе ĕçлекен ÿнерçĕсен выставкине хутшăннăччĕ. Америка, Япони, Германи, Венгри, Аргентина, Бельги тата ытти çĕршывсенчен килнĕ ăстасемпе танах чăваш Çĕршывне те тĕнчене кăларчĕ вăл. Мĕнлерех условипе йĕркеленĕ тата иртнĕ выставка? Кун пирки Виталий Петрович хăй акă мĕн каласа кăтартрĕ:
– Курава 13x17 сантиметрлă калăпăшлă виçĕ ĕç тăратмаллаччĕ. Ун пек виçеллисем çуккипе çĕнĕрен пурнăçлама тиврĕ. Эпĕ чăваш хĕрĕн портретне тата мифологи сюжечĕпе икĕ ÿкерчĕк турăм. Выставка çĕртмен 23-мĕшĕнче уçăлнă. Эпĕ хам унта утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче çитрĕм. Сакăр кун пурăнтăм. Солоу – курортсен хули. Куракансем ыйтнипе выставкăна тата малалла тăснă. Куравпа паллашакансене тата ман пекех пынă художниксене Чăваш Ен ăçта вырнаçнине ÿкерсех кăтартма тиврĕ.
Йĕркелÿçĕсем – Андреу Виласис, Нурия Лопес-Рибалта – питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Виласис хăй эмаль енĕпе тĕнчипе паллă маçтăр. Искусство шкулĕнче ĕçлет. Пур технологие те – фрескăна, мозаикăна, витража, эмале, живопиçе – çине тăрса вĕрентеççĕ. Студентсем хушшинче Испани çамрăкĕсем çеç мар, Америкăран, Японирен, Бразилирен, Германирен килнисем пурччĕ.
Праски Витти çавăн пекех испанецсем выставкăна хутшăнакан художниксен кану программине лайăх йĕркеленине палăртрĕ. Солоусăр пуçне вĕсене Барселонăпа паллаштарнă. «Юмахри пек кунта, – тет чăваш ÿнерçи ун пирки. – Барселона – хăй музей. Гениллĕ Гаудин архитектурисем мĕне тăраççĕ. Ўнер музейне, паллă чиркÿсене илсе кайса кăтартрĕç. Май килнĕ чухне хут çине пысăках мар ÿкерчĕксем турăм».
Шупашкара таврăнсан виçĕ кунтанах Виталий Петровичăн тепĕр çĕршыва – Венгрие тухса кайма тивнĕ. Кечкемет хулинче эмаль искусстви енĕпе ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери симпозиума пĕрремĕш хут мар хутшăнатъ вăл. Хальхинче «ХIХ-ХХ ĕмĕрсенчи Венгри поэзийĕ. Йожеф Аттил поэзийĕ тăрăх» темăпа ĕçленĕ. Вунă кунта 12 произведени хатĕрлеме май тупнă чăваш ÿнерçи. Иккĕшне унтах парнелесе хăварнă. Тата тăваттăшне хальхи вăхăтра Кечкеметра ĕçлекен курава тăратнă.
- Çакăн пек куравсемпе симпозиумсене пирĕн художниксенчен нумайăшĕ хутшăнма пултарать, – çапла шутлать Праски Витти. - Анчах вĕсене пулăшайманни пĕтерет. Художник ĕçĕ хăйĕн хыççăн та юлать. Халăхăн пуянлăхне, унăн культура шайне палăртатъ.
Хыпар. 1997. 22 çурла.