Теветкел М.
Праски Витти
художнике саламласа çырнă шÿт
Мухтав сана, Праски
Витти!
Сăнарлăх çěтěк-çурăкě
вěлт-вěлт! вěçет таçта
çити:
ах-ух! Тата мěн
курăпăр?
Вěçет тěнче уçлăхнелле
кипке пек шăмсăр
кашкăрě.
"Ух! Ух!" - тесе унпа
пĕрле
ухмах Сетнер те
вашкăртě.
Чăваш художникě куçне
тинех тěнче те курăнчě.
Куçне хěссе çўле-çÿле
вěçесшěн вěçěм
туртăнчě.
Кайра тăрса юлассинчен
шикленнипе шалт
хăшкăлчě.
Праски Витти
вěçевěнчен
тăрса юлни вăл –
мăшкăлтăк.
Ўкерчěк – пиçě хулă мар:
вăл - шăнăрсăр та
шăмăсăр.
Кěлеткере пулсан
тымар
тěнче ма пулě кăмăлсăр?
Рехмет сана, Праски
Витти!
Тинех-çке саншăн
сирěлчě
тěнчен тусанлă
çивитти -
Хеврунь куçли çеç
хирěлчě.
Санран Нарспи те
ютшăнмасть:
вăл саншăн – чěр
ÿкерчěкшěн.
Санпа пулсан Нарспи
шăнмасть,
хытмасть ÿкерчěк
терчěшěн.
Санпа Нью-Йорк
отелěнче
реххетленсе вăл
пурăнчĕ.
Е Токио урамěнче
кимонопа вěлт! курăнчě.
Эс ÿкеретěн чăвашла,
чупатăн тěп
чăвашлăхшăн.
Хушпуллă хěр
ташла-ташла
сана тав тăвě яшлăхшăн.
Тавах сана, Праски
Витти!
Хěрсем хушпусăр
юлмěçě.
Пылак парсан
ватти-вěтти
ма савăнмě, ма улмăшě?
Куçне хěсеççě
нарсписем:
«Праски Витти вăл -
хамăр çын!
Эсир унран халех
писсен
мěн тупăр-ши
хусамăршăн?»
Çамрăксен хаçачě. 1997. 27 авăн (№ 39). С. 8.