Ю. Трофимов
Ĕçченлěхпе ăсталăх пěртăван
«Нива» çăмăл машина Калинино - Канаш шоссерен Айкăш ялнелле пăрăнса кĕчĕ те йăмраллă урампа анаталла анса кайрĕ. Кĕçех пирĕн мухтавлă ентеш – РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ Виталий Петрович Петров (Праски Витти) яла килсе çитнĕ текен ырă хыпар ял хушшине çиçĕм пек хăвăртлăхпа сарăлчĕ.
Ырă çынна ял савать теççĕ. Виталий Петровичпа унăн мăшăрĕ, Лидия Михайловна, машинăран тухичченех кÿршĕсем каçрĕç, тепĕр самантран паллă художник патне ял халăхĕ туй курма пынă пекех пухăнчĕ. Ентĕшсене художник кун-çулĕ, паянхи çитĕнĕвĕсемпе шухăш-ĕмĕчĕсем интереслентерчĕç. Туслă та ăш-пиллĕ калаçу нумая пычĕ.
Виталий Петрович Петров Вăрнар районĕнчи Малти Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче пурнăç тулăхах пулман. Çавăнпа та Виталий, пĕчĕкранех нуша мĕнне пĕлекенскер, ĕçе юратма, çакăра хисеплеме вĕренсе çитнĕ.
Çутçанталăкри тĕрлĕ пулăмсене хăйне евĕрлĕ ăнланма тăрăшнипе, тăван тавралăхпа киленсе час-часах çĕтсе кайичченех çÿренипе, курни-илтнине шурă хут çине ÿкерсе хума кăмăлланипе кăна-тăр вăл ытти ачасенчен уйрăларах тăнă. Ачан тĕлĕнтермĕшĕсенче пултарулăх вăй илнине чи малтан Иван Никандрович учитель асăрханă. Ӳкерес ĕçре малтанхи утăмсем тума чылай пулăшнă вăл юратнă вĕренекенне.
Пултарулăха малалла аталантарас тесе, Виталий Петров 1954 çулта, Калининăри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн, Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕрет. Кунта ăна И. Т. Григорьев, Е. Е. Бургулов, Р. Н. Ермолаева ăсталăха алла илме вĕрентеççĕ.
Вĕреннĕ хушăрах, 1960 çулта, Виталий Красноармейски районĕнчи Яманак хĕрĕпе Лидăпа пĕрлешет. Унтанпа 24 çул çитет ĕнтĕ, пĕр-пĕринчен вĕсем сивĕ сăмах илтсе курман. Виталий Петровичпа Лидия Михайловнăн хĕрĕ, Наталья Витальевна, Мускаври Пирогов ячĕпе хисепленекен медицина институтне питě лайăх паллăсемпе пěтернě хыççăн Мускав облаçěнчи Балашиха хулинче ěçлесе пурăнать.
1961 çулта Виталий Петрович Шупашкартан ăнăçлăн вěренсе тухать те çав çулах ăсталăха малалла туптас тесе Ленинградри декоративно–промышленнăй аслă училищěне вĕренме кěрет. Вěреннě хушăрах çамрăк художник Пермьри кěнеке издательствинче художник-иллюстратор пулса ěçлет. А. Решетов поэтăн Виталий Петров илемлетнě «Шурă çулçă» ятлă сăвăсен пуххи 1965 çулта ирттернě Пěтĕм Российăри конкурсра чи лайăх илемлетнĕ кěнекесен шутне кěрет.
Хăйне лайăх енěпе кăтартма ěлкěрнě пултаруллă художника 1967 çулта, Ленинградри училищěрен вěренсе тухсан, Пермьри кěнеке издательствине ěçлеме илеççě.
Пермьре В. Петров 1972 çулччен художник-иллюстратор тата художествăпа производство мастерскойěсенче живописец-монументалист пулса ěслет. Çак вăхăтра вăл алла яхăн кěнеке илемлетсе ěлкěрет. Пермьри издательствăра вăл илемлетсе кăларнă кěнекесем Мускаври тата ют çěршыври выставкăсене хутшăннă. Вěсене специалистсем пысăка хурса хакланă
Художник Пермь хулипе облаçěнчи хуласене эстетика тěлěшěнчен илемлетес тесе нумай ěçлет. Ку енěпе тунă паллă ěçсен шутне Пермьри юханшыв вокзалěнчи рестаранта ÿкернě «Çын тата унăн ěçěсем» триптих, «Совет космос карапěсем сыпăнни», «Транспорт историйě», «Нефтеразведчиксем» темăсемпе ÿкернě роспиçсем кěреççě.
Кашни çěнě ěçпе хăйěн ăсталăхĕ ÿссе пынине курса хавхаланать, хăйěн пултарулăхне çирěпреххěн ěненет вăл. Халăх депутачĕсен Тольятти хула Совечěн ěçтăвкомě чěннипе Виталий Петрович 1972 çулта çěнě, хăвăрт ÿсекен, çěршывěпе паллă Тольятти хулине куçать. Кунта вăл Художниксен союзěн Куйбышеври организацийěн Тольяттири секцине, РСФСР Художество фончěн художествăпа производство мастерскойне туса хурассишĕн нумай тăрăшса ěçлет.
«Ăстăлăхăн вěçě-хěрри çук» — тет художник. Унăн «Тěлпулу» композицине 1978 çулта «Советский художник» издательствăра кăларнă «Монументальное искусство СССР» кěнекере нумай тěспе репродукциленě. Ку кěнекене монументлă пропагандăн 60 çул хушшинчи чи лайăх произведенийěсем шутне кěртнě.
Виталий Петрович пултарулăхне Мускавпа Ленинградра, Украинăпа Балтика тăрăхěнче, ют çĕршывсенче пěлеççě, анчах та унăн Чăваш республикинче паллă ěçсемех пулман. РСФСР Художество фончĕ 1979 çул пуçламăшĕнче Çěнě Шупашкарти спорт комплексĕ валли тума панă задани художника тахçанхи ěмěтне пурнаçлама май парать. «Тăван çĕр» ятлă илемлě, чăваш культуришĕн хаклă произведение В. Петров ертсе пыракан бригада 1980 çулта «лайăх» паллăпа вěçлет. Панно чăвашсен культурипе, йали-йěркипе, авалхипе паянхи кунçулěпе тата чăваш халăхěн мухтавлă ывалěсемпе паллаштарать.
Художник творчествинче вĕри эмаль техникипе хатěрленě произведенисем те пысăк вырăн йышăнаççě.
В. Петровăн чылай эмалěсем К. В. Ивановăн вилěмсěр «Нарспи» поэмипе çыхăннă. Ку поэмăри геройсене художник авалхи чăваш тумĕпе, вěсем çинчи тěрлě символлă тěрěсен орнаменчěсене, ěлěкхи йăла-йěркесене пăхăнса ÿкерсе кăтартнă. Ку вăл художник чăваш халăхěн историне, унăн культурине лайăх пěлнине кăтартса парать.
Виталий Петров чылай художниксемпе туслă çыхăну тытать. Вĕсен шутĕнче СССР халăх художникĕ, Третьяков галерейин директорĕ Ю. К. Королев, РСФСР халăх художникĕ, СССР Художниксен союзěн секретарĕ А. В. Васнецов тата ыттисем.
РСФСР тава тивěçлě художникĕ, пирěн ентеш Виталий Петрович Петров общество ěçне те активлă хутшăнать. Тěрлě енлě ěçре, куллен халăх хушшинче пулса, хăйне валли çěнě темăсем тупать вăл, паха произведенисем тăвать.
Коммунизм ялавě. 1984. 4 август.