«Венгрирен хавхаланса таврăнтăм»

Ю. Михайлов калаçнă

Венгрири Кечкемет хулинче вěри эмальпе ÿкерекен художниксен тěнчери симпозиумě ирттернě выставкăра чăваш художникě Праски Витти пěрремěш вырăн йышăнни çинчен «Хыпар» пěлтернěччě. Шупашкара таврăнсан вăл редакцие кěчě.

— Ку симпозиума Венгрире 18-мěш çул ирттереççě. Раççейри, унчченхи союзлă республикăсенчи художниксем унта çулсерен хутшăннă. Эпě пěрремěш хут 1982 çулта кайнăччě, кăçал — виççěмěш хут. Симпозиум йеркелекенсем ятарласа чěнсе янă мана.

Апла пулсан пěлеççě Чăваш Республикинче вěри эмальпе ÿкерме пěлекен Праски Витти пурăннине. Хальхинче миçе художник пынă?

— Вăтăрăн-хěрěхěн пур пулě. Çитсенех пурăнма хăтлă хваттере вырнаçтарчěç, ěç хатěрěсемпе тивěçтерчěç. Пěтемпех хăйсен шучěпе.

— Художниксен мěнле тěллевсем пулнă?

— Кěскен каласан эмальпе ÿкерес ěçри вăрттăнлăхсене малалла шырасси. Художниксем — пурте ăстасем. Стена хаçачě çине ÿкерекенсем мар. Пысăк пěлтерěшлě, тарăн шухăшлă ěçсем тума пултараççě. Нумайăшě эмальпе ÿкерес ěçре пысăк опыт пухнă. Çавăнпа вěсенчен вěренмелли нумай.

— Хăвăр ěçěрсене кăтартни, вěсене ытти художннксем, искусствоведсем хаклани усса кайрě-и?

Эпě унта Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнě тěле ÿкернě картинăсене илсе кайнăччě. 6-шне Мускавра хам ятарласа йěркеленě выставкăра кăтартнăччě. Симпозиум йěркелекенсем çав картинăсене пăхма кăмăл турěç. Курчěç те, кăмăла кайнă курăнать: выставка ирттересси пирки сăмах хускатрěç.

— Эсир килěшмерěр пуль...

Килěшрěм. Хăйсемех йěркелесе пачěç. Тěлěнмелле ырă çынсем пулчěç. Ун пеккине чылайранпа курманччě. Выставка йěкеллех иртрě. Венгрсем сăрă ăстисен пултарулăхěпе интересленсех паллашаççě. Эмальпе картинăсем тунипе пěрлех пушă вăхăтра пěр-пěрин творчествипе паллашрăмăр. Пирěншěн пысăк пěлтерěшлě ку. Маншăн çěнěлěх нумай пулчě. Вěсен ěçěсемпе паллашсан тата лайăхрах ěçлес камăл çуралчě. çакнашкал туйăмпа таврăнтăм киле.

— Венгр художникěсен пултарулăхěпе паллашайрăр-и?

— Телее, виçě выставкăра пултăмăр. Весене питě савăнăçлă лару-тăрура уçаççě. Ӗçкě ирттереççě. Паллах, ӳсěрěлсе каймаççě. Сěтел çине илемлетсе çеç лартнă тейěн ерех савăчěсене, çимеллине.

— Тата ăçта пултăр, камсемпе паллашрăр?

— Украина художникěпе иксěмěр Раççейěн Венгрири культура центрне кайрăмăр. Пире ун хуçи Вышинский йышăнчě. Кайран ман выставкăна кайса курчě. Кăçалхи сентябрьте Венгрире 18 çул хушшинче ирттернě вěри эмальçăсен симпозиумне унчченхи союзлă респубпикăсенчен хутшăннї художниксене чěнеççě. Вěсен ěçěсен выставкине йěркелеççě. Мана унта икě зал параççě. Пěринче «Нарспи» поэмăна халалланă картинăсене, тепринче графика ěçěсене кăтартасшăн. Выставка сентябрьтех уçăлать.

— Виталий Петрович, çакăн пек ыйту пама ирěк парсамăр: эсир унта кайса килнипе çыхăннă тăкака кам саплаштарнă?

Пěтěмпех хам кěсъерен тухрě. Паллах, каймасан та пултарнă. Анчах пěтěм тěнчери художиксен симпозиумне хутшăнма май пур çěртен çак майпа усă курманни айванла. Çавăнпа тăкак пуласса пăхмасăрах хам тěллěнех çитрěм унта. Пěр художник, тепри, виççěмěшě тěнчери сăрă ăстисен пултарулăхěпе паллашмасан, чăваш искусстви çав шайрах юлма пултарас хăрушлăх пур. Эпир çавнашкал тěлпулусене, высавкăсене художник ěçěнчи çăнěлěхсене алла илес тěллевпе кайса çÿретпěр-çке.

— Венгрире уйăх çурă пурăнса мěнле картинăсем турăр?

Жюри 35 ěç пăхса тухрě манне. Иккěшне суйласа илчě. Вěсене Венгрири пěр музейра хăвараççě. Картинăсене пăхса тухрěç те эпě пěрремěш вырăн йышăнни çинчен пěлтерчěç. Укçан преми пачěç.

— Виталий Петрович, «Хыпар» хаçат радакцийěн коллективě ячěпе çавăн пек хисепе тивěçлě пулнăшăн саламлатăп. Эсир ют çěршывсенчи художниксем хушшинче çут çăлтăр пек ялкăшса кайма пултарасси пирки художниксем те, пултарулăхăра хаклакансем те шутласах тăнă. Мěншěн тесен хăвăр картинăсене Америкăра та кăтартрăр...

— Тавах... Паллах, савăнатăп çакăншăн.

— Малалла мěн? Канма та юрать пуль...

Çук, ун пек шутламастăп.

Эпě хамăн пурнăç тěллевне мěнле курни çинчен нумайăшне каласа кăтартнă. Çав сăмаха татах хускатас килет. Виличчен чăваш халăхěн наци ăнланулăхě вăйланнине, сăнарлă искусстви тěнче шайне çěкленнине курасчě. Ку пулман япала мар. Çак тěллев пурнăçлансан çеç ытти халăхсем, çěршывсем пире хисеплесе калаçěç.

— Эсир унтан килтěр те октябрьте Чăваш наци конгресě ирттересси çинчен пěлтěр. Çак хыпара мěнле йышăнтăр?

— Ырласа. Мěншěн? Чăваш халăхěн пурăнма тěнчери аслă, лайăх халăхсенчен вěренмелле. Эпě çамрăк мар ěнтě, курмаллине нумай куртăм, анчах мěншěн пěр халăх лайăх, тепри япăх пурăннине халě те ăнланаймастăп. Чăвашсене, шел те, иккěмěшсен йышне кěртетěп. Пирěн пурнăç лайăхлантăр, Чăваш патшалăхě вăйлантăр тесен экономикăна малалла янипе пěрлех Чăваш патшалăхне кăна тивěçлě структурăсем йěркелемелле пулě. Мěншěн тесен пирěн хамăрăн йăла-йěрке, традицисем. Ытти халăхсем Президент суйларěç. Пире те кирлě вăл. Анчах ун вырăнне ěмпÿ е патша суйласан лайăхрах пулмě-и? Чăваш Республикин ют çěршывсенче дипломати представительствисем пулмалла. Патшалăх тытăмěпе çыхăннă ыйтусене татса парассине тăсса пыратпăр. Питě шел.

Ман шутпа, конгресăн чи малтанах çакăн пек тěллев лартмалла. Паллă ěнтě, чăваш халăхне хăй вăхăтěнче икě пая уйăрнă. Çурри республика тулашěнче пурăнать. Унти чăвашсем вырăса тухса пыни вăрттăнлăх мар. Çакна чарса лартмаллах. Кунсăр пуçне, ман шутпа, Ульяновск облаçěнчи, ытти çěрти чăвашсен пěр патшалăха пěрлешме май пур.

Чăваш патшалăхěнче патшалăх чěлхи пěр чěлхе — чăваш чěлхи пулмалла

— Венгрие тепре хăçан каятăр?

Сентябрьте. Унччен выставкăна хатěрленсе çитмелле.

— Мěнех, пирěн Сире ăнăçу сунасси çеç юлать. Таврăнсан, тепре тěл пулса калаçăпăр.

— Тавтапуç.

Хыпар. 1992. 18 çурла.