Н. Смирнова калаçнă

«Чăваша тěнчене кăларас килет»

Чăваш халăх художникě Праски Витти (В. П. Петров) çак кунсенче вєри эмаль енєпе ěçлекен тěнчери творчество центрє пуçарнипе ирттернě симпозиумран таврăнчĕ. Вăл Венгрири курорт хулинче – Шиофокра иртнĕ. Израилĕн, Испанин, Германин, Румынин, Италин тата ытти патшалăхсен сăрă ăстисем хушшинче Раççейрен пирěн ентеш пěччен пулнă. Шиофокра çав вăхăтрах вĕри эмаль енěпе тěнче выставки ěçленĕ, Виталий Петрович унта хăйěн «Нарспи» тата «Сетнер» ўкерчĕксене тăратнă. Симпозиум ĕçě-хĕлĕ пирки Праски Витти художникпе пирĕн корреспондент калаçнă.
– Виталий Петрович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир вĕри эмаль енěпе ирттерекен тěнче симпозиумĕн ĕçне тăваттăмĕш хут хутшăнатăр. Кăçалхи пирки тĕплĕнрех чарăнса тăраймăр-ши?

– Каçалхи симпозиум хăйне майлă пĕлтерĕшлĕ. 20-мĕш хут иртет вăл. Темле пысăк юбилей пулмасан та çав ятпа ятарласа выставка уçăлчĕ, унта хутшăнакансем кашнинчех хăйсен пĕр-икĕ ĕçне творчество центрĕнче хăвараççĕ. Шăпах çав тĕле йĕркеленĕ те ĕнтĕ тĕнче высавкине. Ăна уçнă чухне эмаль искусстви аталанăвĕ пирки пысăк калаçу пулчĕ. Мана та сăмах пачĕç. Эпĕ 1982-мĕш çулта çыхăну тытма пуçланă творчество центрĕпе. Венгрире эмаль енĕпе пысăк опытлă ăстасем пурри илсе çитернĕ кунта.
– Виталий Петрович, Шиофокрах ĕçлерĕр-и?

– Выставка уçăлнă хыççăн тепĕр виçě кунран Кечкемет хулине таврăнтăмăр. Творчество центрě унта вырнаçнă. Халиччен пире ятарлă тема паман пулсан, кăçал «Тĕнчене упраса хăварар» тата «Çемье» ыйтусемпе ěçлеме сěнчěç. Эпě «Çемье» енĕпе ÿкертĕм, мĕншĕн тесен чăваш тата тĕнче искусствинче чăваш çемйи пирки ятарлă ěçсем çукрах. Паллах, кинемисемпе мучисен, ыттисен портречěсем пур, анчах та мĕн вăл чăваш çемйи, камран-камран тăрать? Çак енĕпе пурне те пěрле пухса тунă ўкерчěксем сайра. Малтан чăваш тĕнчи мĕнле тытăнса тăни пирки хам мĕнле шутланине, ун тавра чăваш çемйи ăрăвĕн йывăçне сăнарларăм. Унпа пěрлех тěнчене тытса тăракан чăваш хěрарăмне сума суса чăваш туйне сăнларăм, чăваш тумтирне ÿкерсе кăтартрăм. Çапла майпа 30 ĕç таранах пурнăçлама тиврĕ. Ытти пĕчĕк ĕçсене шута илмесĕр.
– Симпозиум вăхăтĕнче сирĕн Германири Хоккенхайм хулине çитсе килме тивнĕ. Унта сирěн ĕçсен выставки уçăлнă.

– Çапла, асăннă хула бургомистрĕ Густав Шранк чĕннипе ЧР культурăпа нациоиальноçсен ĕçĕсен министрě В. П. Иванов, ЧПУ профессорĕ В. А. Иванов тата эпĕ, çав хулари арçынсен «Лидертафель» хорĕн йыхравне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ утă уйăхĕнче Германире пултăмăр. Хоккенхайм хулин ратуша çуртĕнче уçăлчĕ выставка. Унта 58 ĕç тăратрăм тата Густав Шранк хăйěн коллекцийĕнчи манăн темиçе ÿкерчĕке илсе пынă.
– Нимĕçсем мěнлерех йышăнчĕç?

— Чăвашсем – нимěçсемшěн çěнě тěнче. Халăх çав тери нумай пулчě. Юнашар хуласен бургомистрěсем те пурччě. Выставка юрăпа ташă ансамблěн концерчěпе уçăлчě. Людмила Семенова манăн эскиз тарăх çěлетнě чăваш тумěпе юрлани те килěшÿллě пулчě.
— Виталий Петрович, паянхи кун çак çулçуревсем питĕ хака кайса лараççě. Çапах та сире мĕн илĕртет вěсенче, мěн канăç памасть?

– Чăваша çав тери тĕчене кăларса кăтартас килет. Кашни ентешех урамра ыталаса тытса: «Эп сана юрататăп», — тесе калаймастăн. Тĕнче тулашне илсе тухса кăтартнă чухне халăхшăн савăнса тăратăн.
Нумай çĕрте пирĕн пирки илтмен те иккен. Германине кăçал ансамбльпе йĕркеленсе кайни меллĕ пулчĕ, нимĕçсене чăваш тěнчипе анлăрах паллаштарма май килчĕ. Халăхăн юрри-ташшисем ман ÿкерчĕксене хăвăрт ăнланма пулăшрĕç.
– Чикě леш енчи художниксемпе хутшăнса ĕçлени сирĕн тавракурăма пуянлатать-и?
– Шухăш енчен те вăй кĕртет. Испани, Итали, Англии, Румынии художникĕсем мана юлташсем пекех. Тĕнчере хăвна пĕччен туймастăн. Вырăнта пач ниçта тухмасăр пурăнсан, пурнăç вĕтелме-вакланма тытăнать. Пěри тепринпе хирĕçет, кĕвĕçу çуралать. Çакă творчествăна ура хурать. Ытти çěре тухсан çак «сěрĕм» сирěлет. Европа, Хěвелтухăç художникěсем çав тери вайлă технологсем. Вěсенчен вĕренмелли пайтах. Калăпăр, эпě кайман пулсан, чăваш сăнар искусствинче эмаль искусстви аталанса кайĕччĕ–ши? Пирĕн халě те ку енěпе тěнчери пур майсенчен чылайăшĕ çук-ха. Эпĕ кайса вĕренни чăваш искусствине, сăмахран кăштах усă кÿчĕ. Çĕнĕ технологипе усă курма пуçларăмăр.
– Эсир хăйне майлă философ. Чăваш тěнчине мĕнлерех куратăр?

– Тěнче пĕрре анчах, унта халăхсем пур, çав шутра эпир те - чăвашсем. Хамăр халăха юратас пулать, анчах пирěн пысăк çитменлěхсем пур, вĕсене пытараймăн. Тěслěхрен, чăваш пěр-пěринпе туслă пурăнаймасть, пĕр-пĕрне хÿтĕлеймест. Чăваш ытти халăхшăн пуçне хума та хатěр, анчах юлташĕшĕн, кÿршишěн яланах мар. Вăл хăйěн туйăмĕпе, чěрипе пурнăç хуçи пулнине туйса илеймест. Чăваш паянхи кун хăйĕн вăйĕпе, шăм-шакĕпе хавшаса пырать. Нумай ěçнипе, нумай ěçленипе. Хăйсене хăйсем шанмасăр-ши ют халăх ăсĕпе пурнас текенсем те сахал мар пирĕн. Тепри тăван кěтесěнчен тухса каять те хăй чăваш пулнине час манать.
– Апла ěмĕрсем иртнěçемĕн чăваш тĕнчерен çухалма та пултарĕ?

– Историре ун пек тĕслĕхсем пайтах. Акă тĕнчере хăш-пĕр халăх лайăх пурнать, тепри – япăх. Пирĕн лайăххисенчен вĕренмелли нумай. Пурнăç йывăр пирки-ши, халăх хăвăрт пуйасшăн. Анчах çийĕнчех улпута тухаймăн. Тăрăшса, ашшĕ-амăшĕн ĕçне ачисем илсе юлса тăсса юлсан çеç пурнăç пулать. Анчах та халĕ мĕнлерех? Ватăсене çамрăксем пĕччен пăрахса хăвараççĕ. Ăçта çитнĕ унта çĕнĕрен тем тепĕр тума тапăртатаççĕ, анчах вăй çитерейменрен ĕçĕн вĕçне тухаймаççĕ. Çакă йăлтах халăха вăйсăрлатса пырать. Халăх пĕр енчен аталанса пынă пек (патшалăх структурине илес пулсан), хăйĕн йăли- йĕркипе, тĕнĕпе, сывлăхĕпе вара чакса пырать. Çакă чи хăрушши.
— Сирěн ÿкерчĕксенче чăваш хĕрарăмĕн ĕмĕлкийĕ яланах малти ретре тăнăн туйăнать. Мĕн шутлатăр эсир чăваш хĕрарăмĕ пирки?

– Чăваш хěрарăмне палăк лартас пулать. Вăл чăваш тĕнчине ку тарана çити тата хальхи вăхăтра та тытса пыман пулсан, чăваш пĕтетчĕ. Чăваш арçынĕ чăваш хĕрарăмĕнчен вăйсăртарах. Арçын маларах хуçăлать. Çук, ĕçленипе мар. Хĕрарăм арçынран ытларах «лав туртать» пулсан та, чăтать. Арçынна ĕçни пĕтерет, çавна пула çын ĕретĕнчен тухать, каллех килте хĕрарăм нушишĕн пурăнакан пулать. Ула пулсан та, хамăнах текелет ĕнтĕ хĕрарăм, каллех чăтать. Туй, апат-çимĕç йăлисене тытса пырассине, ваттисене асăнассине те йăлтах хĕрарăм пурнăçласа, вĕрентсе пырать. Хăнана каяс умěн хăйне майлама тарăшать: тенкě çакать, хушпу-тухья тăхăнать. Арçыншăн пулсан-и – трактор çинчен мĕнле аннă, ěçкě-çикěне те çаплах тухса кайма хатěр вăл.
–Хальхи вăхăтра мĕн пăшăрхантарать сире?

– Политкăна илес пулсан, ку енěпе лару-тăру лăпланнă пекрех. Президентлă пултăмăр, халăх ăна шанать, унран ырă улшăнусем кĕтетпĕр. Художиксене те пулăшма сăмах пачĕ. Ку енěпе йěркеллех пулин те мана кулянтараканни çук мар. Çынăн камăл-сипечě чухăнланать, хамăр пурăнакан тавралăх нишлěленсех пырать. Çул–йěрсем çулленех юрăхсăра тухаççě, çырма-çатрасем сарăлаççĕ, çĕр вăйě чакать. Çутçанталăк япăх енне улшăннă май пирěн культура та сисмесĕрех çав çулпа чуптарать. Çакă – чи хăрушши.
– Эсир – тĕнчене тухнă художник. Сире лайăх пĕлеççĕ. Чăвашсен ытти ÿнерçисем те çаплах пулччăр тесен, вĕсен мĕн тумалла-ши?

– Венгрире ĕслетĕп-и, Крымра канатăп-и е ытти çĕрте выставка йĕркеленĕ-и, куçпа чăваш художникĕсене шыратăп, чунăмпа вĕсене хампа юнашар лартас килет. Нумай чух çакă ытларах çынран хайĕнчен килет. Çын хăй мĕнле шутлать, ĕçĕ çапла пулать. Тăрăшулăх кирлĕ, вăтанупа именчĕксене пăрахмалла. Пурнăçа эпир хамăр тăватпăр.
– Виталий Петрович, малашне хăш енĕпе ытларах ĕçлесшěн? Тěллевсем еплерех.

– «Нарспи» поэмăна акăлчанла тата нимĕçле кăларас килет. Чăваш культурин паллă ĕçченĕсен портречĕсен ярăмне малалла тăсасшăн.
– Ăнăçу сунатпăр.

Хыпар. 1994. 23 çурла.