Василий Эктел
Çывăхри инçетрен лайăхрах курăнать
АХАЛЬТЕН каламан пулě çак сăмахсене. Чăнах та, пěр хăнăхнă курăну е япала тепěр вырăнта, ют çěрте пачах çěнě енсемпе, тěссемпе ялтăраса каять. Çынсен те кăмăл-туйăмě, пултарулăхě, тěнче курăмěпе шухăшлавě урăхларах, çÿллěрех шайри хаклăхěсем анлăрах уçăлаççě пек. Унччен калама-çырма юраман «чăвашлăх» сăмаха хăнăхсах кайрăмăр та халě унпа питех усă курма та пăрахрăмăр. Ун вырăнне «чăваш тěнчи» çул тупрě. Унăн пěлтерěшне вара уйрăмах республика тулашěнче çÿренě чухне чун пăчăртанса ыратмалла туйса илетěн те - çав вăхăтрах наци туйăмěпе пěрле мăнаçлăх, çěкленÿлěх хăпартланать.
Наци культурине тěнче умěнче çак шая çěкленисенчен ÿнерте Иван Дмитриев-Эльмеке, Анатолий Миттова тата Владимир Агеева кăна асăнма тивет пулě.
Анчах хальхи пăтăрмахлă, кăткăс, укçа-тенкě тěлěшпе хěсěк вăхăтра чăн халăх-лăха кăтартакан художник Праски Витти çеç. Шухăшласа пăхăр-ха: АПШ, Испани, Венгри, Германи, Инди, Турци, Япони, Хорвати - акă юлашки вунă çулта вăл çÿренě çěршывсем.
«Эпě чăваш халăхěн элчи вырăнěнче ăçта кăна çитместěп, хамшăн мар вěт - наци ÿнерне, сăн-сăпатне кăтартатăп. Анчах патшалăх енчен нимěнле пулăшу та çук», - халě те хăлхара янăраççě вăл чăваш ÿнерçисен юлашки съездěнче тухса каланă сăмахсем. Мěн калăн ěнтě: тен, вăхăчě те çитмен ун чухне. Ӳнер тěнчине те аслă çулсем уçăлсах çитей-менччě. Çавăнпа ěнтě Виталий Петровичăн пěчченех çинçе сукмак такăрлатма тиврě. Ěнтě çитет пулě хăвăрăн пирки «пěччен кашкăр» теме.
Ặнланулăх тенěрен, асăрхамасăр тăман: Чăваш халăх художникě ят та, Патшалăх премийě те, академике суйлани те шăпах çак вунă çулпа тěл килет. Кăçал вара республикăн тěллевлě программипе килěшуллěн Праски Виттин ятарлă куравне Венгри Республикин элчěлěхěнче (Мускав хули) ирттерме палăртса хунăччě.
Ку ахальтен мар. Мěншěн тесен пирěн республика çулран çул ют çěршывсемпе экономика çыхăнăвěсене аталантарать, туслăха çирěплетет, паллах, унпа пěрлех культура программисем те пурнăçланса пыраççě. Венгри пирки вара ют çěршыв теме чěлхе çаврăнмасть: Атăлçи Пăлхар саманинче виçě ěмěр юнашар пурăннă вěт, халăхсем нумаях пулмасть туссемччě, Шупашкарти икě урам ячěсем халě те çав вăхăтсене аса илтереççě.
Праски Витти Венгрие çул хывни кăçал шăпах 25 çул çитрě. Вăл унта вун виçě хут пулнă, кашнинчех тěпленсе çěнě произведенисем ўкернě, куравсем ирттернě. Вăл кăна та мар, хăйěншěн тăван хула пулса тăнă Кечкеметре вăл эмаль ÿнерěн Пěтěм Тěнче симпозиумěнче пултарулăх ушкăнне ертсе пынă.
Акă тинех Чăваш Республикин Правительстви ячěпе Венгри Республикин Раççей Федерацийěнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллě посолěнчен Ференц Контраран йыхрав çитрě. Праски Витти вара ку курава тахçанах хатěрленетчě ěнтě: экспозицин никěсне венгрсем çěнě çěршыв тупни çинчен хайланă тăватă ěçрен тăракан ярăма палăртса хунăччě. Вăл шухăшлани тÿрре килчě: элчелěх керменěнчи аслă виçě зала ěçсене вырнаçтарнă чухне посол мăшăрě Инна Контра пире пулăшсах тăчě, тěп вырăна художник Венгрие асăнса е унта ÿкернě ěçсене вырнаçтарма сěнчě. Ку ăнсăртран мар: пуш уйăхěн 15-мěшě - Венгри халăхěн виçě тěп уявěсенчен пěри - 1848 çулхи революци кунě.
Паллах, кăштах шел те: мěншěн тесен Праски Виттин пултарулăхěн тěп шăнăрě - «Нарспи» сюжечěсемпе, тěрлě техникăпа, материалпа ÿкернě-ăсталанă ярăмсем, уйрăм ěçсем. Çавах та экспозицие чăваш «Нарспианин» чылай тěслěхне, «Манăн туссем», «Манăн çемье», «Çул çурев ÿкерчěкěсем», «Метаморфоза» ярăмсене, Венгри поэзийěн сěмěпе тунă графика ярăмне, сăвăллă графикăна, сăрăллă ÿнере кěртме май килчě. Пурě 103 ěç, автор пултарулăхěн чылай енне кăтартакан вернисаж.
Пуш уйăхěн 11-мěшě, палăртнă 18 сехет. Посольство умне умлăн-хыçлăн ют çěршыв ялавěллě машинăсем килсе чарăнаççě. Посолăн пресса енěпе ěçлекен канашлуçи Ласло Дароци каланă тăрăх, Мускавра тěнчери 150 çěршыв элчěлěхě, пурне те йыхрав янă. Чěннě 600 хăна шутěнче эпир те. Пурте Венгри наци ялавě умěнче тăракан посолпа мăшăрне, ытти официаллă çынна алă тытса, уяв ячěпе саламласа зала иртеççě. Посол йышăнăвě - Раççейри уявсенчен, сехетшер пыракан докладсемпе тухса каланисенчен пачах урăх япала. Чи малтанах - килсе чыс туни, наци уявне сума суни. Унтан вара çěр-çěр тěрлě сăй. Унсăр пуçне пěр-пěрне чылайранпа пěлекен тěрлě çěршывсен элчисен, суту-илу представителěсен, çар атташисен туслă тěл пулăвě, ěçлě калаçăвě...
Праски Витти куравě - çак официоза илем кÿресси, туслă çыхăнусене кăтартасси, культура программисене те мала хурасси. Пире кунта Чăваш Республикин РФ Президенчě çумěнчи полномочиллě представителě Г.С.Федоров тарават кěтсе илчě, хăнасене наци ўнерěпе паллаштарма кăмăл турě. «Çакăн пек çÿллě шайра чăваш ÿнерне анлăн кăтартни - пысăк чыс, ÿсěм, - терě Геннадий Семенович. - Хăвăрах шухăшлăр-ха: мěн тěрлě халăх çыннин чунне вырнаçать пирěн халăхăн илем туйăмě, çěкленěвě, чěрěлěхě. Праски Витти пултарулăхě чăннипех те тěнче шайлине кăтартать çав курав».
Акă автор икě çынпа хăйěн ěçěсен умěнче калаçса тăрать. Телеэкран çинче курнă: иккěшě те паллă сăнсем. Алă тытса паллашатăп, ěçěсем пирки хăйсен шухăшне пěлтермешкěн кăмăл тума ыйтатăп.
Александр Вершбоу - АПШн Раççей Федерацийěнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллě посолě: «Шел, хальлěхе пирěн çěршывсен хушшинче культурăн анлă программисем çукрах-ха. Анчах та «сивě вăрçă» хыççăн эпир халě - туссем. Эсир çакăн йышши куравсен пěлтерěшě пирки ыйтнине çакăн пек хуравлама пултаратăп: вěсем çав тери кирлě, çавăнпа та çыхăнусем тупмалла, тен, ку ыйтусене (курав йěркелеме йыхравласси пирки ěнтě) спонсорсем урлă татса памалла пулě. Эпě ÿнере хаклатăп, юрататăп. Манăн арăм та ювелир ÿнерě тěлěшпе ěçлет», - çак сăмахсемпе элчě кěпи çинчи хитре запонкăна кăтартрě. Акă мěнле хисеплет вăл мăшăрěн ěçне.
- Эппин, ăна Шупашкарта мěнле те пулин курав тума чěнес, - терě Виталий Петрович.
Адольф Соломонович Шаевич - Раççейěн тěп раввинě: «Кашни наци ÿнерěнче халăхсене пěрлештерекен туртăм, хăват пур. Кашни ÿнер çыннине Турă мал курăмлă витěм панă. Художник пěр енчен хăйěн тěнче курăмне кăтартать пек, анчах çакă ытти çынсемпе те тěл килет, тěнче çине урăхла куçпа пăхма май парать. Эпě Венгрире вěреннě. Анчах Праски Виттин ěçěсем урлă хамшăн тепěр Венгрие уçрăм тесен те тěрěс. Питех те тěлěнмелле, хăйне евěрлě курăну».
Венгри посолěн мăшăрне Инна Контра госпожана «тытма» питех те йывăр: упăшки сумлă хăнасемпе калаçнă хушăра вăл пурин патне те çитме тăрăшать - хăйне кура кěреке хуçи те, хěрарăмсене пěрлештерекен вăй та. «Ку картинăсен умěнче чарăнса, вăрахчен шухăшласа тăрас килет. Философи шухăшěсем çуратаççě вěсем. Маншăн Венгри ярăмě те, чăваш çěрěпе унăн çыннисем çинчен ÿкернě ěçсем те пěрешкел хаклă. Нумай дипломат Праски Витти çав тери талантлă, оригиналлă ăста иккенне палăртрě», - терě вăл. Хăнасене пăхнă вăхăтрах чăваш ÿнерěпе те паллаштарать иккен. Ку ахальтен мар: вăл Киевра çуралнă, вырăнти университетра истори факультетěнче вěреннě, Ференц Контра вара - ют çěршыв хутшăнăвěсен факультетěнче. 27 çул пěрле. Историк куçěпе пăхса, чăваш эрешě украин халăхěн тěррисемпе тěл килнине палăртма та манмарě вăл.
Хальлěхе курав элчěлěхре пырать-ха. Унтан вара Илона Киш хăй ěçлекен центра куçарасшăн ăна. Шел, унта 100 ěç вырнаçаймасть, çавах та ытларах çын пырса курма пултарать. Эпě унпа писательсен хушшинчи çыхăнусене йěркелесси пирки те калаçрăм.
Аталантармалла, сармалла пирěн тěрлě енлě çыхăнусене. Çу уйăхěнче пирěн республикăн пысăк делегацийě чăннипех те тăванла çěршыва тухса каймалла. Паллах, унта наци ÿнерне тата анлăрах кăтартма майсем пулěç. Тěрлě çěршывсемпе хутшăнасси урăхла, çěнěлле шая çитни куç кěретех.
Хыпар. 2004. 18 пуш.