Давыдов-Анатри Ваçлей

Тавах Праски Виттине

Тавах Праски Виттине,

Тăван халăх çыннине.

Тĕлĕнетĕп эп унран

Пултаруллă пулнăран.

Унра пур çав пархатар,

Чунĕпе вăл пит патвар!

Юратать вăл пурнăçа,

Хăй туприпе хăй хуçа.

Халăхăмăр пурнăçне,

Унăн йăли йĕркине,

ĕçре çунса тăнине,

Хĕрÿ чунлă пулнине

Вăл кăтартрĕ ÿкерсе, çÿл тÿпене çĕклесе…

Тавах Праски Виттине,

Чăн-чăн чăваш çыннине!

Хыпар. 1997. 29 кăрлач.