Георгий Ирхи
Нумай енлĕ талант
Шупашкарта Чăваш государство художество музейĕнче, РСФСР тава тивĕçлӗ художникĕн Виталий Петрович Петровăн (Праски Витти) выставки уçăлчĕ.
Ҫак художник ятне хамăр республикăра çеç мар, çĕршывра та аван пĕлеççĕ. «Анлă Атăл» выставкăна та, Пĕтĕм Российăри тата Пĕтĕм Союзри выставкăсене те, чикӗ леш енчи вернисажсене те тăтăшах хутшăнать В. Петров. Чи малтанах, монументалист вăл. Унăн тăрăхĕнчи нумай хуласенчи культурăпа йăла çурчĕсене, учрежденисене, урамсемпе скверсене илем кӳреççĕ.
Çав вăхăтрах, В. Петров – пултаруллă живописец тата график, ал ĕçĕпе декоративлă искусствăра та ятлă-сумлă çын.
Çĕнĕ выставкăна Виталий Петрович Петров 50 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ. Виçĕмкун музее чăваш художникĕсем, ытти творчество союзĕсен представителĕсем, сăнарлă искусствăна юратакансем йышлă пухăнчĕç. Кунтах – художникăн тус-тăванĕсем, Вăрнар районĕнчен килнĕ ентешĕсем.
Выставкăна Чăваш художникĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ, РСФСР халăх художникĕ Р.Ф. Федоров уçрĕ.
Искусствоведени кандидачĕ А.А. Трофимов пухăннисене художник пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Чăваш АССР культура министрĕн заместителĕ А. Н. Емельянова ытти юлташсем талантлă художника юбилей ячĕпе тата выставка уçăлнă май чĕререн саламларĕç, малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç.
В. П. Петров (Праски Витти), Вăрнар районĕнче çуралса ӳснĕскер, Шупашкарти художество училищенчен вĕренсе тухнă хыççăн Ленинградра, В. Мухина ячĕпе хисепленекен аслă художество-промышленность училищинче пĕлӳ илнĕ. Çакăнта туслашнă та вăл монументлă искусствăпа. Каярахпа, Пермьре тата Тольяттире, ытти хуласенче ĕçлесе пурăннă май, тĕрлĕ выставкăсене хутшăнса, Виталий Петрович хăйĕн ăсталăхне маллала тупнă. Унăн нумай енлĕ, пысăк калăпăшлă, Тăван çĕршыва мухтаса, совет çыннисен хастарлăхне чысласа тунă композицийĕсене çак жанрта ĕçлекен художниксем яланах ырласа ыйшăнаççĕ, пысăк хак параççĕ. Кунсăр пуçне, унăн сăрăпа ӳкернĕ картинисем те хăйевĕрлĕхпе, историе тарăннăн та философиллĕ тишкернипе, паллă пулăмсенех çĕнĕлле, ыттисенчен расна курнипе тĕлĕнтереççĕ. Пĕр шайпа çеç пахалама тата виçме çук вĕсене: темиçе сийлĕ, халăхăн авалхи тата хальхи пурнăçĕпе, тĕнче культурипе, морфологипе калама çук таччăн çыхăннă тата тĕвĕленнĕ, тепĕр чух фантазиллĕ сăнарсем куракана тӳрех тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ. Тĕнчемĕрĕн кăткăслăхĕ те кунта, ырăпа усал хушшинчи кĕрешӳ те, Çĕр çинчи пурнăçшăн пăшăрханни те…
Выставкăри произведенисем Праски Витти чăваш историйĕпе культурине лайăх пĕлнине (нумай картинăра наци колоричĕ яр-уççă палăрать), тăван халăха, Чăвашьене чунтан юратнине тата хисепленине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах портретсен ярăмĕ витĕмлĕ. Пирĕн умра – И. Н. Ульянов, И. Я. Яковлев, Н. И. Ашмарин, Константин Ивановпа Çĕçпĕл Мишши, Федор Павловпа Анатолий Миттов. Пурте – чăваш халăхĕшĕн вăй-халне те пурнăçнĕ шеллемесĕр ĕçленĕ.
400 ытла произведенирен тăракан экспозици пуян та нумай енлĕ. Эмальтен ăсталанă картинăсем ( ку вăл республикăшăн пысăк çĕнĕлĕх), йывăçран касса тунă композицисем, юлашки çулсенче тĕрлĕ меслетпе тунă ытти ĕçсем.
Савăнчĕç те, мăнаçланчĕҫ те куракансем çĕнӗ выставкăпа. В. П. Петровăн вăйлă та çĕкленӳллĕ таланчĕпе, çивĕч ăсхалĕпе хапăлласа паллашрĕç. Тав уншăн Праски Виттипе Чăваш художество музейĕнче ĕçлекенсене!
Коммунизм ялавě. 1987. 26 апрель.