Владимир Кузьмин
Праски Витти кěвви
Чăваш ÿнер искусствисен анлăшěнче лăпкă тинĕсе хумхантарса янă вичкěн çавра çиле курчěç те, туйрěç те тăван çěрěм-шывăмра. Тěлěнмелле вăй пулчě ку. Вăл аçтахалла нимех те çěмěрсе аркатмарě, хытса ларнă тусан сийне çеç тěпретсе пěлěте çěклерě. Тусан майěпен сирěлсе пынă май, йăлтăркка хěвел çуттинче Праски Витти кулса ячě. Пуçě тăрринче унăн - Чăваш турри. Ури айěнче - Чăваш çěрě. Шухăшěнче - Чăваш чунě. Çав чун-хавалě - унăн Хěвелě. Тăван амăшě, юратнă чăваш халăхě вăй парса тăнипе Виталий Петрович Петров хăйěн тулли лавěпе Шупашкара кěрлеттерсе çитрě. Хула алăкěнчен ăна ÿнер хуçисем шикленереххěн те пит асăрхануллăн кěртсе ячěç. Мěн тăвăн ěнтě, чарма вěсен - халě çук, хуплама - пěркенчěкě шăтăк. Нумай çул хушши сăнарланнă чăн-чăн чăваш художникěсемпе искусство тěпчевçисене кăна мар, унăн ахах-мерченěсене куракан кашни çынна тěлěнтерсе пăрахрě. Чăваш та тěнче тытăмěнче, этемлěх йăшăлтатăвěнче хăйěн сăнне-питне, вăйне-хăватне çухатман, арпаштарса яман иккен; мěнле çуралнă вăл Çěр çине, мěн тăхăнса тухнă çутлăха, мěн туса чапа тухнă тěнчере, мěн ăсталама шухăшлать, ěмěтленет çак вăхăтра - малашне - йăлтах куç умне тухса тăрать, пуçа çавăрттаратъ, темле хамăрьенлěхе шыраттарать, çунатлантарать талантлă художникăн кашни картини.
Тěнче касса çÿренě шыравçă-тěпчевçě утмăл çул хушшинче чăннипех тÿпелесе тултарнă иккен ăс-тăн пурлăхěпе хăйěн кăрманне; сулнăкра та тÿнтерсе яман, хумлă шывра та путарман.
Çав лав пуянлăхне миçе хутчен кăтартмарě пуль вăл тăван халăхне? Акă, 1996 çулхи авăн уйăхěн 17-мěшěнче те унăн чи лайăх ěçěсем халăх умне тухрěç - яланхилле çěнěлле чěрěлсе. Кашнийě - хăй уйрăм тěнче, кашнийě - хăйне евěр кěвě. Чăваш кěвви. Праски Витти кěвви. Анне сěчěн вăйě, Кěçтенттин Ивановăн «Нарспи» хăвачě ман пултарулăх вăйěнче тесе ăнлантаратъ художник хăйěн пурнăç çитěнěвне.
Хамăрăн Вăрнар çěнтерÿçин пултарулăхне çуралнă кунěпе пěрле чаплăн чысларăмăр ÿнер музейěнче. Культура тата наци ěçěсен министерстви, наци академийě, Вăрнар чăвашěсен Шупашкарти «Туслăх» ентешлěхě нумай тăрăшрěç республикăри çак пысăк уявшăн. Чăваш академикěсем ятарласа пуху ирттерчěç, Виталий Петров член-корреспондент хăйěн ěçě-хěлě, художникпа паянхи вăхăт уйрăмлăхě çинчен каланине итлерěç, ăна Чăваш патшалăх университетне çитěнекен ăрăва илемлěхе вěрентме чěнни, профессор тумне тăхăнтарни çинчен мăнаçлăн пěлтерчěç. Чăваш Республикин тава тивěçлě артисткипе, Кÿлхěрри хěрěпе Валентина Смирновăпа пěрле художникăн шырав тěнчин юррине юрласа патăмăр.
Мěн çитмест-ши Праски Виттине,
Мěн çитмест-ши Праски Виттине?
Асран кайми Малти Ишек пур,
Чун юратнă Праски амăш пур.
Мěн çитмест-ши Праски Виттние?..
Ěмěр манми Вăрнар çěрě пур,
Мăшăр тунă савнă хěрě пур...
Йăх тăсмалăх ачи-пăчи пур,
Çитмесессěн, вăйě тата пур...
Ытарайми Илем тěнчи пур,
Çав илемре чăваш чунě пур...
Пурте пур ун çутă пурнăçра,
Анчах çуккă канăç уçлăхра.
Чăваш халăхěн ытамлă кěвви ăшран тухакан сывлăш хумěпе çěкленсе уçлăхра вилěмсěр юрату ташшине ташлаттарать, вилěмсěр юрату хěвне кěрсе çăл куç уçтарать.
Ентешлěхе ертсе пыракан Леонид Тянгов ученăй йăх тăванлăхěн чун туртăмěпе ыталарě кÿршě ял каччине, район кантурěн пуçлăхě Валерий Наумов укçаллă салампа çемьен хальхи нушаллă пурнăç самантне те май килнě таран татса пачě.
Таркăн çуралнă кěтессех çитсе çапăнать. Чунě унăн, аякра вěçсе çÿресен те, çывăрма килех таврăнатъ. Çак шухăша палăртрě Ершепуç ачи. Сирěн мухтав тěнчи Вăрнар тěнчи те, тăван ялун тěнчи те, тăван урамун тěнчи те, тăван килÿн тěнчи те пултăр. Вăл тěнчене хăвăрпа пěрле кăна кăтартма пулать. Çавăнпа кěтетпěр сире хаваспах, тесе çамкаран шаккасах каларě район халăхě ячěпе Валерий Петрович.
Наумов саламěнчи туслăх йěппи тирмесěр пултараймарě Вăрнар каччине, çамка хумханăвěн йăрлатăвěнче паллă йěр хăварчех.
Ăна Виталий Петрович ăнланчех ěнтě, ахальтен мар вăл çамкине картлантарсах итлерě тăваньенсене.
Çав вăхăтра мана темшěн вăл Кандинские аса илнěн туйăнчě.
Ўнер искусствин ирěклěх чаршавне уçакансенчен пěри кăвак çěмрен пек вирхěннě урхамахпа, анчах хěрлě чукмар çамкаран çапнипе, ют çěр çине кайса ÿкнě. Тăван Раççей илемлěхě ăна та, нумай-нумай ăсчаха, çуралнă çěр сипленě пекех, чěртрě, вăл хăйěн наци тумěпе каялла, хăватлă халăхě патне чун туйăмěпе таврăнчě.
Шăпах çав вăхăтра Шухăшлав тинěсěнче Праски Витти чăваш Василий Кандинскипе тěл пулать. Тăвăллă тинěсре икě карап ишет. Капитансем пěрне-пěри эйухнěмле саламлаççě, калаçса илеççě:
- Эсир ăçталла çул тытатăр?
- Америкăна.
- Эсир тата ăçталла?
- Раççее.
- Мěн тума?
- Чăваш искусствине кăтартма.
- Эсир тата мěн тума?
- Раççей искусствине тăван çěре тавăрса пама.
- Унта вырăн çук-им, пархатарě çитмест-им?
- Эй ачамккă, унта классикăна тахçанах ăнланнă, ирěклě шухăшлав вěçевне чарман пулин те пирěн вырăс, Раççей халăхěсен искусствине пурăнма тăвăр. Ирěклěх туйăмěн те хăйěн вырăнě пур иккен Çěр çинче. Çавна ан манăр, коллега.
Манăн çапах та тěнчене уçас килет-ха, Америкăна уçас килет, хамăрăн Чăваш çěршывě пурри çинчен пуян халăха çитсе пěлтерес килет, чăваш çыннин сăнарне кăтартса этемлěх умěнче мухтанас килет.
Шухăшу тарăн, анлă, вěçевлě. Хăвăрăн ěмěтĕре пурнăçлама тăрăшăр, анчах та ют шухăш юхăмне кěрсе ан кайăр, тилхепÿне çирěп тытăр, хура хумсенчен асăрханăр, тăван халăх туртăмěпе унăн аваллăхне çěнтерěр, пуçа мěн килнине, мěн пуррине такама салатса пама ан васкăр, çуратнă халăху валлиех хăварăр ăс-пÿ туприне, халăхнах тавăрса парăр ăна. Çавăн чухне вăл вилěмсěр пулса юлě.
Çапла, çăка хуппин кăрманěнче юман кěсменпе авăсса ишет Праски Витти Шухăшлав тинěсěнче. Йăмра юпи çинче вěлкěшекен тěрленě сурпан чăваш сывлăшě çапнипе вăл хăй кăна пěлекен тěрěс çулпа малалла илсе пыратъ.
Хăй пěлекен çулě пурах çав Праски Виттин. Вăл хăй камне, хăш халăх ачине пěлтерекен уйрăмлăх, хăй мěнле ăнлантарма пултаракан чěлхи, тěнче ÿнерлěхěнче кама сăнарласа кăтартма май паракан вăй пур унăн - вăл пěтěмпех чăваш вăйě. Искусствăра хăйěн вăйě, хăйěн кěвви, хăйěн шкулě пур канăçсăрăн.
Вăл этемěн, чăвашăн, çут çанталăкăн, Чăваш тěнчин философилле шухăшлавне, ансат тытăмлăхěпе аталануллă вěçевне ăнланма, туйма, курма, çав илем астарăвне ытти çынсене кăтартса кěлеткене тěпěртеттерсе шухăша пăтратма, тавлаштарма, чăнлăха шыраттарма пултарать. Акă мěнре унăн тěп вăрттăнлăхě, акă мěнре унăн илем вăйě.
Ан тив, вěсене, чăваш халăх художникěсен чи пултаруллă ушкăнне, Чăваш Республики художникěсен канашěнче ăнланма шутламарěç, вěсенчен сехěрленсе ÿкрěç, çěнěлěх кěрешěвěнче вěсене, Владимир Агеевсемпе пěрле, Раççей Союзěн художникěсен канашěнчен те кăларттарчěç, вăйсăр таптама пăхрěç. Пурпěрех çěнтереймерěç кěвěçсем - хăйсен хытса типнĕ киçтěкěсемпе пурнăç кайăвне мăкан çулс юлчěç. Вěсем - Петровсемпе Агеевсем чăвашшăн юнне, чунне пама хатěр тарăн шухăшлавçăсем, хăйсем пěр чăмăра пěрлешрěç, йăлана кěнě аваллăх керменěнчен çěмěрсе уçлăха тухрěç.
Çуратнă амăшě, тăрантарса вăй панă Вăрнар çěрě Праски Виттине ниçта та нумаях тытмě, хăй патнех туртса килě. Ют халăхпа чăвашла калаçса вăл чăваш илемне тěнче илемě çумне хутшăнтарать. Çавăнпа та:
Пуçу чăвашлăхпах минретěр,
Хăлху тăри юрри итлетěр,
Куçу çичě тěспе вылятăр,
Туту Юратăва чуптутăр,
Аллу ěç киçтěкне выляттăр,
Уру Чăваш çěрнех таптатăр.
Вăрнарьенсем çапла калатпăр:
Халăхпала эс пулăн паттăр.
Вăрнар çěрě, чăваш хапăхě, юратнă ял-йыш сирěнпех, Праски Витти. Сирěн кěввех ěнěрлет, сирěн юррах юрлать: вěç, вěç, куккук, вěç куккук...
Хыпар. 1996. 3 юпа.