Владимир Кузьмин

Халăхпа ытакланса

Чăвашăн тулăх кĕрĕ утмăл çул каялла хăйĕн пĕр илем пĕрчĕкне Хĕвел çуттине кăларнă – Вăрнар тăрăхĕнчи Малти Ишекре тепĕр улăп уалатса хастар халăх çумне çĕнтерÿллĕ сассипе хутшăннă. Праски инке ывăлне Виталий ят хурас тенĕ. Праски Витти çапла ял ачисемпе ÿссе, салтака кайса килсе, Шупашкарти ÿнер училищинче, Питĕрти илем аслă шкулĕнче вĕренсе, Турă панă хăвата йăх тымарĕн сĕткенĕпе чечеклентерсе халăх художникĕн ятне илет, Раççей, тĕнче ÿкерçисен ретне хăюллăн йышăнать.

Витĕр курса, пуçпа çавăрттарса, чун–чĕрепе туйса, халăх пурнăçĕнче ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă илем пурлăхĕн хăватне ăша хывса утать Виталий Петрович Петров хăйĕн тумхахлă пурнăç çулĕпе. Ăçта кăна çитмен пуль вăл, анчах тăван халăхăн аваллăхĕпе паянхи хăватне, илемне çавăнта ĕмĕрлĕх хăварать. Çуралнă тăван çĕртен аякалла кайсассăн вăл яланах ăшра та, сасăпа та хăй сисмесĕрех юрласа ярать: «Вĕç, вĕç, куккук, вĕç, куккук…». Вара вăл хăйне çунат хушнăн, пĕтĕм чăваш халăхĕпе ытакланса шăратнăн туять вилĕмсĕр юрра. Ют патшалăхсенче хăйĕн ÿнер пултарулăхне – чăваш искусствине – нумай-нумай халăха ăнăçлă кăтартнă хыççăн, ютсемпе тăванлăн уйрăлнă чухне те çав юррах парнелесе хăварать вĕсене.

Çитес уйăхра художник Японие каять. Анăçри тата Америкăри сăнар искусствин маçтăрĕсемпе юнашар ĕçлесе, калаçса–тавлашса чунне кантарнă хыççăн унăн хĕвелтухăç çĕршывĕнче пулса япунпа чăваш хитрелĕхне сăнарлă куçпа танлаштарса хак парас, ăсталăх картлашкинче çĕнĕ йĕр хăварас килет.

Çавна май хĕрÿллĕн калаçса каять те, чăваша, чăваш маçтăрлăхне тĕнче умне чи мала кăларса хурать. Вĕренсе ăс пухнă ют халăх художникĕсемпе алла–аллăн тытăнса тарланă ÿнерçĕ ĕненсе кăмаллă кулă парнелетĕн çеç вара. «Эпĕ чăннипех чăваш художникĕ, ман ĕçĕм никамăн ĕçĕпе те пĕрешкел ан пултăр, чăваш халăх искусстви ытти халăх искусствипе хутăшса ан кайтăр, хайĕн нихçан çухалми тĕс–сăнарĕпе тĕнчене тĕлĕнтертĕр тесе çине тăрса тăрăшатăп». Çак шухăша уçса парасшăн, аталантарасшăн çунса çÿрет вăл.

Тĕлпулусенче, выставкисенче тарăн шухăшлă та савăнаçлă Праски Витти. Виçĕмçулхи пуш уйăхĕнче эпир, Вăрнаръен çыннисем, Шупашкарти литература музейĕнче пухăнтăмăр. Унччен унта Виталий Петрович илем ĕçĕсене пиншер çын курса пысăк хак панă. Выставка хупăннă ятпа иртрĕ хавас тĕлпулу.

«Мĕн тума пултарнине эпĕ йăлтах халăхран илетĕп. Халăх культури – халăхра. Ăна аталантарма пире Турă пил панă. Унпа туллин усă курмасан хамăр наци умĕнче – этемлĕх умĕнче – намăс пулать. Шел, хамăрăн ăсталăх пултарулăхне анлăн та уççăн тĕнчене кăтартмашкăн пирĕн умра пĕртте хамăртан килмен чăрмавсемпе чаркăçсем пулчĕç. Аякра вĕреннĕ чухне эпир наци культуринчен уйрăлнăччĕ. Чăваш наци искусстви çинчен эпĕ Питĕрти аслă шкулта пĕр сăмах та илтмен. Мĕн калăн, Шупашкарти ÿнер училищин ку тарана çитсе те чăваш наци искусствине тĕллевлĕн вĕрентмелли планĕ çук. Чăвашăн пултаруллă ÿнерçисем аякри çĕре саланни те ахальтен пулман. Хĕсметлĕ пурнăç вĕсене çуннаттисене анлăн сарма паман. Чăваш искусствисен историйĕ те, ăна вĕренмелли кĕнекесем те çук. Самана сăн–сăпачĕ наци аталанăвĕн çĕнелĕвĕнче, халăхăн пурнăç паллин тĕсĕсен чечен килĕшевĕнче, хăйне евĕрлĕхĕнче пулнине чăн–чăн чăвашла ăнланса ÿкерме тытăнсан тин туйса илетпĕр. Чăвашра художник нумай, анчах чăвашла ÿкерекенни – сахал. Пирĕн илем ĕçне аякра курса ăнлакан «Чăваш халăхĕ чĕрĕ, чăваш çĕршывĕ пур» тесе калама пултартăр. Эпир йăхсăр йытă мар. Кашкăр йăхĕнчи хастар этемсем. Çавăнпа картинăсенче, ÿкерчĕксенче хăюлăх та, хаярлăх та, çав хушăрах уçă кăмăллăхпа сăпайлăх та палăрса тăтăр тетĕп. Венгрире çемье çулталăкне паллă тунă вăхăтра эпĕ те вĕсен ÿнерçисемпе ăмăртса ĕçлерĕм – «Чăваш çемйи» картина ÿкерсе кăтартрăм хамăр халăхăн сăнарне уçса панă май. Çуратнă аннен тата ял хĕрарăмĕн сăнарне Çĕр турри пек кăтартасшăн…».

Çак хумхантаракан ыйтусем тавра пычĕ аслă художникăн калаçăвĕ. Ӳнерçĕсем, литература ĕçченĕсем, искусствоведсем, куракансем Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн пултарулăхне тĕрлĕ енчен хакларĕç. Чăваш искусствине чĕртекен тухтăр – халăх тухтăрĕ. Анлă тинĕсре ишекен Парăс. Читлĕхе çĕмĕрсе уçса тухнă Çĕмрен... Татах та сăнарларĕç тĕлпулура.

Чăнах та ĕнтĕ çĕнтерÿçех. Вĕри эмаль меслечĕпе ÿкерсе чăваш искусствине чи малтан вăл çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Чăваш асамлăхне тĕнче искусствине никампа пăтраштармалла мар уйрăмлăхпа кĕртсе пуянлатрĕ. Тĕнче искусствин анлă тинĕсĕнче Праски Витти Чăваш киммипе малалла ишет. Чăваш сывлăшĕ Илем Парăсне асаплă çĕнтерÿ çулĕпе хăвалать.

Çав çул çинче яланах ăнăç–сывлăх çирĕплентĕр тесе эпир те Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Вăрнар чăвашĕсен «Туслăх» ентешлĕхĕ ячĕпе хамăрăн чи хаклă та чи пултаруллă яш–хĕрĕмрен пĕрне – Праски Виттине – менелник ячĕпе саламлатпăр. Уяв кунĕсем савăк пулччăр!

Çĕнтерÿ çулĕ. 1996. 7 сентябрь. С. 2.