Надежда Смирнова.

Каллех Францире, каллех Труара

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникă Праски Витти /В.П.Петров/ кăçал хайĕн ятарлă курав-ĕçĕсене чылай çĕрте ирттерчĕ. Çaв шутра чикĕ леш енче те. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче унăн черетлĕ куравĕ каллех Францири Труа хулинче уçăлчĕ. Тата мĕнле майпа унта çитнĕ-ха паллă ÿнерçĕ? Асăннă хулари техника университечĕн проректорĕ Марселей Гийемен Виталий Петровичăн çывăх тусĕ. Вăл йыхравланипе тухнă та вăл инçе çула. Труа хулинчи курав центрĕнче çулленех промышленноç, ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставки иртет. Культура пурнăçĕ валли те пысăк вырăн уйăраççĕ, чикĕ леш енчи ĕçтешĕсем валли те кĕтес тупаççĕ. Марселей Гийемен шухăшĕпе вара Чăваш Ене Праски Витти ĕçĕсем туллин те тĕрлĕ енлĕ çутатма май параççĕ. Шăпах çакна шута илсе чĕнсе илнĕ вăл юлташне Труа хулине.

Виталий Петрович унта ăнăçлă кайса килнĕ. Акă мĕн каласа пачĕ вăл пире Францирен таврăнсан: «Раççейрен виççĕн хутшăнтăмар. Унсăр пуçне Канадăран, Испанирен, Бельгирен, Германирен тата ытти çĕршывсенчен те пынăччĕ унта. Эпĕ пурĕ 32 ĕç тăратрăм . Вĕсем чăваш фольклорĕпе çыхăннăскерсем. Курав уçăлнă кунах Труа хулин мэрĕ Франсуа Баруэн пырса курчĕ. Эпĕ ăна чăваш халăхĕ чĕлхи, культури пирки каласа кăтартрăм. Вăл хăй енчен курава хутшăнма май тупнăшăн тав турĕ».

Чăваш ÿнерçи Труа хулинче француз çемйинче пурăннă. Куравпа çыхăнман пушă вăхăта кăсăклă ирттерме пултарнă: хулари хальхи вахăтри искусствăн музейне, дизайн шкулне, художниксен мастерскойĕсене çитсе курнă.

Хыпар. 2002. 4 утă.