Н. Смирнова
Ладенбургра – Праски Виттин ӳкерчěкěсем
Германире Ладенбург хули пур. Швейцарипе Франци чиккисенче вырнаçнǎ вǎл. Кǎçалхи пуш уйǎхĕнче хула бургомистрĕ Р. Ребле Шупашкара, Чăваш халǎх художникне Праски Виттине (В.П Петрова), çыру янǎ. Унта вăл Виталий Петровича хǎйсем патне выставка ирттерме чĕннĕ. 1994 çулта Праски Виттин ĕçĕсен куравě Германири Хокенхайм хулинче ăнǎçлǎ иртнĕччĕ. Хăйěн чылай ěçне унтах хǎварнăччě. Р.Ребле вара чăваш художникěн ÿкерчĕкĕсемпе Ладенбург çыннисене те паллаштарас тенĕ. Чǎвашсемшĕн халиччен илтмен хула мар вǎл, пĕр 3-4 çул каялла унти арçынсен хорě Шупашкара та килсе кайнăччě. Çапла ака уйăхĕн варринче Праски Витти хǎйпе пěрле чǎваш темипе пурнǎçланǎ темиçе ěç («Нарспи» поэма тǎрǎх ÿкернě ярǎмри хǎшпĕр ÿкерчĕке тата Венгри çĕршывне халалланине) илсе çула тухнǎ. Курав ака уйахěн 16-мěшěнче Хула çурчĕн залěнче уçăлнă, вăл икě эрнене тăсăлнă.
Нимěçсем интересленсе паллашнă чăваш ÿнерěпе. Ирěклěрех самантра Виталий Петрович хǎй те Ладенбургпа тата ун таврашěнчи ытти хуласемпе паллашнǎ. Художнике хǎйне итлесе пăхар-ха:
– Ладенбург Чǎваш Енри Вăрнар поселокě майлă. Авалхи хула вǎл, ǎна Рим çыннисем 1140 çулта туса лартнǎ. Историллě вырǎнсемпе паллашма питě итереслě пулчě, кăмăла кайнă самантсене ÿкерсе илтĕм. Çапла нимěç çěрě çинче 30 ытла ÿкерчěк турǎм. Вěсенчен чылайăшне хула бургомистрне, ытти çěнě юлташсене парнелесе хǎвартǎм.
– Виталий Петрович, нимěçсем мěнлерех пурǎнаççě?
– Вěсем питě тирпейлě çынсем. Лавккасене уçиччен кантăкěсене çуса тасатнă. Урамра ěçлекен нимěçе пěрре те курмарăм, анчах пурте йěркеллě, таса. Маляр тин çеç сăрласа кайнă пек. Хăçан тирпей ленě? Çакна аса илтěм: нимěçсем ěçе нихǎçан та ячěшěн çеç пурнăçламаççě. Пěрре лайǎх тунă япала нумай-нумай çула пырать. Карта тытнине тěлěнсе пăхрǎм. Решеткесене пǎтапа мар, цинкпа витнě болтпа çирěплетнě. Нимěçсенчен вěренмелли нумай.
– Хальхи вǎхǎтра инçе çула кайма укçа-тенкě сахал мар кирлě. Ўкерчĕксем илсе кайма тата. Кам та пулин пулǎшрě-и сире ку енěпе?
- ЧР Культурăпа национальноçсен ěçěсен министерстви те, ЧР Президент Администрацийě те пěр пус та паман. Юрать лери расхутсене нимěçсем хăйсем çине илчěç. Тăван халăх искусствине хам вăйпах тěнчене кăларма май çитернěшěн савăнатăп.
Хыпар. 1996. 23 çу.