Н. Смирнова

«Пěтěм пурнăç «Нарспири» пек: юрату та, кěвěçў те… юнашарах»

Ун ятне халăхра лайăх пĕлеççĕ. Ĕçĕсем те ыттисенинчен уйрăларах тăраççĕ. Кăтарт çеç вĕсенчен пĕрне – ку хайлавăн авторне пĕр иккĕленмесĕрех палăртаççĕ: Праски Витти ÿнерçĕ. Çапла чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕн, ЧР наци ăслăлăхпа искусство академийĕн член-корреспонденчĕн, ЧПУ профессорĕн Виталий Петрович Петровăн (Праски Витин) кашни ĕçĕ хăйне майлă, тарăн философиллĕ, ыттисенчен уйрăлса тăракан тĕнче курăмлă. Кĕскен каласан – чăн чăваш чунĕллĕ. Асăннă çыннăмăр вара çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Çав ятпа виçĕм кун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ятарлă куравĕ уçăлчĕ. Эпир маларах паллашма ĕлкĕрнĕ «Нарспи» ярăмсăр, чăваш тĕнче пулăмне, курăмне уçса паракан живопиçпе графикăсăр, эмапьсĕр пуçне тата юлашки çулсенче тĕрлĕ темăпа ÿкернĕ ĕçсем те пур. Вĕсенчен паллăраххисем – вĕри эмальпе ăсталанă «Чăвашăн йăх тымарĕнчен» ярăм, çул çурев вăхăтĕнче ÿкернĕ графика, наци тумĕ енĕпе хатĕрленĕ эскизсем... Пĕр вăхăтрах ансат та, йывăр та Праски Виттин ĕçĕсене ăнланма. Мĕншĕн çăмăл-ха? Чăваш чунне çывăх туйăмпа ĕçленĕрен. Йывăррин вăрттăнлăхĕ мĕнре? Эпир çав аваллăха, йăх-несĕл тымарне, чăвашăн пурнăç тĕшшине лайăх ăнкарманнинче пулĕ. Апла пирĕншĕн паллă ÿнерçĕн кашни хайлавĕ - çĕнĕ, кăсăклă тĕнче.
Праски Виттине 60 çул тултарнă тата унăн ятарлă куравĕ уçăлнă ятпа саламлама халăх йышлă пынă. Çав шутра – Чăваш Енĕн правительство çыннисенчен пуçласа, ÿнер шкулĕнче вĕренекен ачасене çитиех.
Курав уçăлас умĕнхи савăнăçлă ларăва ЧР наци ăслăлăхпа искусство академийĕн президенчĕ Л. Иванов уçрĕ. Чăваш ÿнерçин ĕçĕсем Раççейре çеç мар, Америкăри, Бельгири, Германири, Францири, Венгрири, Канадăри тата ытти çĕршывсенчи чаплă музейсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранса чăваш ятне тĕнчене кăларнине палăртрĕ. Республикăн вице-премьерĕ, ЧР Президенчĕн администрацийĕн ертÿçи П. Краснов, ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О. Денисова, ЧР Патшалăх Канашĕн культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пуçлăхĕ Г. Архипов, Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçи А. Игумнов, Вăрнар район администрацийĕн ертÿçи В. Наумов, республикăри Чăваш художникĕсен союзĕн ертÿçи Ю. Матросов, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Н. Садюков, Т. Сергеев, А. Волков профессорсем тата ыттисем те юбиляр ячĕпе ăшă, ырă сăмахсем каларĕç. Тĕнчипе паллă В. Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ артистки В. Смирнова, Г. Скворцова юрăçсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ те Виталий Петровича хисеплесе тата юратса чуна хумхантаракан чăваш халăх юррисемпе саламларĕç.
Праски Витти юлашкинчен каланă сăмахсем унăн ÿнер ĕçĕсем пекех тарăн шухăшлă:
– Халăха юрăхлă, йĕркеллĕ çын тунăшăн Турра тав. Хамра чăваш юнĕ чупнăшăн атте-аннене тав. Халăхпа пĕрле пырса ăна таса чун-чĕреллĕ, çутă кăмăллă ÿкерме пулăшнăшăн хамăн чĕреме, аллăмсене тав. Манăн халăхра ыррине çеç палăртас килет. Тĕнчере пирĕн пирки япăхне ан калаçчăр. Тĕрĕссипе пĕтĕм пурнăç К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи пекех. Унта - юрату та, кĕвĕçÿ те, тата ытти те йăлтах пĕрле. Тен, çавăнпах-и хамăн мĕн калас тенине «Нарспи» ярăмра уçса пама тăрăшрăм.
Праски Виттин ĕçĕсенче – асамлăх, чăвашлăх, аваллăх. Чăвашра ун пек каччăсемпе хĕрсем çуралса тăрсан чăваш халăхĕ пĕтмĕ.

Хыпар. 1996. 19 авăн.